Сасăлав - июлĕн 1-мĕшĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-05 10:18:37 Версия для печати
коммент.jpg
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Конституцие тỹрлетỹсем кĕртессипе ирттерекен сасăлава июлĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртса Указа алă пуснă. Вăл Раççей çыннисене çак сасăлава хастар хутшăнма чĕнсе каланă, Тĕп саккун "пирĕн çĕршывăн пурнăçĕн, пирĕн тата пирĕн ачасен пурнăçĕн" никĕсне палăртнине аса илтернĕ.

Патшалăх Думинче палăртнă тăрăх, çĕршыв çыннисем сасăлава июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа хутшăнма пултараççĕ. Сасăсене июлĕн 1-мĕшĕнче шутлаççĕ.

Сасăлав кунĕ _ канмалли кун пулĕ.

КОНСТИТУЦИРЕ ÇĔНĔЛĔХСЕМ ПУЛМАЛЛАХ (Шухăш)

Лидия ФИЛИППОВА (МИХАЙЛОВА), республикăри профессиллĕ писательсен Канашĕн председателĕ:

_ Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулта йышăннă вăхăтра пурнăç условийĕсем урăхла пулнă ĕнтĕ. Халĕ ХХI ĕмĕрте пурăнатпăр. Çĕршывра пурăнакан халăхсем те паян урăххисем.

Патшалăх ертỹçи вырăс чĕлхипе пĕрлешсе тăракан "çĕршыва йĕркелекен халăх" чĕнỹ пирки шутлама сĕнет. Çавна май Раççей Федерацийĕн Конституцине кашни халăхăн тăван чĕлхине сыхласа хăвармалли, ăна аталантармалли, вĕренмелли сĕнỹ панипе килĕшмелле.

Çак сĕнỹ çĕршыври халăхсене пĕрлештерĕ, вĕсене упраса хăварма тата аталантарма хушма хавхалану пулĕ. Çавăн чухне çеç эпир Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсем пĕр тан праваллă пулни çинчен калаçма пултаратпăр.

Лариса ПЕТРОВА, Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

_ Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусемпе хушăмсем сĕнни пурте патшалăха тĕреклетессипе, халăхăн пурнăçне ырă улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Вăхăт иртсе, самана улшăнса пынăçемĕн Тĕп саккунра та çĕнĕлĕх кирлех. Хальхи вăхăтра уйрăмах çемьесене, ачасене, ватăсене тата ыттисене те социаллă хỹтлĕх çителĕксĕр. Конституцире çакăн çине те тимлĕх уйăрнă.

Тĕп саккунра халăх культурине сыхлас пирки те каланă. Çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упрани, ламран-лама куçарни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнисĕр малашлăх çук. Çакă уйрăмах çитĕнекен ăрăва хăйĕн несĕлĕсем пирки пĕлме пулăшĕ.

Юрий ЕРМОЛАЕВ, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ:

_ Чи малтан пирĕн пулас ăру пирки шухăшламалла, мĕншĕн тесен ачасенче _ малашлăх. Вĕсене ырă-сывă, çĕршыва юрăхлă çитĕнтермешкĕн нимĕн те хĕрхенмелле мар, пĕтĕм вăй-хала хумалла. Çамрăксен чунĕнче лайăххи, ырри кăна вăй илтĕр, вĕсем пурнăçа юратса ỹсчĕр. Ачасем патшалăх тĕревне, хỹттине туйччăр, ăна шанччăр, ыранхи пурнăçра ан иккĕленччĕр. Вăл мĕнлерех аталанасси вара шăпах паянхи çамрăксенчен килет.

Ачана пĕчĕкренех Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, атте-аннене, тăвансене хисеплеме, сума сума вĕрентмелле.

Арçын ачасене пĕчĕкренех салтака кайма хатĕрлемелле. Çара кайса курмасăр пурнăçа хаклама вĕренеймĕн. Ачаллах вĕсен спортпа туслашмалла, ăс-тăна çирĕп-летекен кĕнекесем вуламалла. Тăван çĕршыва, хамăр халăха, историе хисеплеме пĕлмелле.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru