Йĕркене хăнăхăпăр-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-02 11:38:35 Версия для печати
Коронавирус вăхăтĕнче çынсене маскăпа тата перчеткепе çỹреме ыйтаççĕ. Йывăрпа пулсан та пăхăнкалатпăр-ха.

Алăсене тăтăшах çума ыйтнăран çынсем йĕпе салфеткăсемпе те усă кураççĕ. Анчах усă курнă хỹтĕлев хатĕрĕсене ăçта çитнĕ çавăнта пăрахаççĕ. Маскăсемпе перчеткесем, салфеткăсем çул хĕррипе йăваланса выртаççĕ. Çакна чирпе кĕрешни тесе хакламалла-ши? Е эпир хамăр хыççăн тасалăхпа тирпей тумаллине манса каятпăр? Усă курнă хỹтĕлев япалисене хутаçа чиксе пăрахмалла тенине ăса илместпĕр, кун пирки шутласа пăхмастпăр, манса каятпăр. Хăçан та пулсан этем тени йĕркене хăнăхĕ-ши е эпир выльăхран та киревсĕртерех?

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru