Кил умĕнчи курăка çулнă-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-02 11:37:26 Версия для печати
Çанталăк ăшăтсанах тата çумăр шăварсах тăнипе симĕс курăкпа хыт-хура питĕ хăвăрт ỹссе кайрĕ. Çавна пула ялсенче илеме пăсакан ỹкерчĕксене курма пулать. Çакăнтан хăтăлас тесен алла çава тытса çул-йĕр хĕрринчи, кĕпер таврашĕнчи, курăксене, хыт-хурана çулса пăрахма тăрăшмалла. Çакна хамăр пурнăçламасан пире никам та килсе туса памасть. Тирпей-илем хамăр кил-çурт умĕнчен тытăнать.

Районти кашни ялтах хытă каяшсемпе çỹп-çап пăрахмалли контейнерсем вырнаçтарчĕç. Кил-çурт таврашĕнчен тухакан ăпăр-тапăра (çум курăксăр пуçне!) шăпах çавăнта кайса тăкмалла та ĕнтĕ. Нумайăшĕ çапла тăватпăр пулсан та, хăшĕсемшĕн çакă пĕлтерĕшлех те мар пулас иккен-ха. Палăртнă вырăнта ларакан контейнерсем патне утма ỹркенсе çывăхри çырма-çатрана çỹп-çапа кăларса пăрахаççĕ. Ял çумĕнчи çырмасем çав-çавах тасамарлăхран хăтăлаймаççĕ-ха. Çапла хăтланакансене мĕнле каласа ăнлантарма пулать-ши? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăмахĕ вĕсен чун-варне витереймест, кỹршĕ-аршăран шикленесси пĕтнĕ. Пĕр сăмахпа каласан "намăссăрсем"! Çакна та палăртса хăварасах килет, контейнер патне утса çитрĕр пулсан, çỹп-çапа контейнерăн хупăлчине уçса шала пăрахма тăрăшмалла, унăн çывăхне е çумне персе хăвармалла мар. Мĕнле йывăр пулсан та ытлашши хускану тăвасран ỹркенсе тăрар мар. Контейнера кĕмен япаласем пур пулсан, сирĕн ял тăрăхĕн администрацине çакăн пирки пĕлтермелле, вара пĕрер кун ятарласа машина килсе пысăк кирлĕ мар япалана тиесе кайĕç.

Ялсенчи тасалăх пуçлăхсене кăна кирлĕ мар. Таврари тирпейшĕн кашнийĕн кар тăмалла. Ку манăн ĕç мар тесе пăркаланни вырăнсăр.

А.АНИСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru