Масара кĕме чарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-02 11:36:26 Версия для печати
Эпидемие хирĕç йышăнакан санитари меслечĕсен шутне территорисенчи массăллă мероприятисене чарасси те кĕрет. Çавна май, Шăмăршă районĕнче Çимĕкпе Троицăна тума чарнă. Çынсен масарсене кĕме юрамасть, чиркỹсем те хупă пулаççĕ. Асăрхаттарнине итлеменнисене, йĕркене пăхăнманнисене саккун тăрăх çирĕп явап тыттараççĕ. Асăрхануллă пулни, сывлăха упрани хамăршăнах усăллă пулĕ. Çирĕп мерăсене пăхăнма тăрăшмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çынсене масар çине кайма юраманни пирки май килнĕ таран пĕлтерес тесе смс-хыпарсем ярса парас ĕçе йĕркелеме хушнă.

ОПЕРШТАБ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru