"Сад пахчинче ỹсет шур çеçкеллĕ сирень..."

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-29 11:09:55 Версия для печати
жамкова с детьми.jpg

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Çак çут тĕнчере эс пурăнни _ телей,

Атте-анне пурри _ чăн-чăн телей,

Мăшăрпала пĕрле утни _ пысăк телей,

Ача-пăча пурри _ пин-пин телей.

Мария ЖАМКОВА.

КАШНИ çыннăн хăйĕн кун-çулĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 1945 çулхи сентябрьте çуралнă Мария Антипова çемьере кĕçĕнни, 5-мĕш ача. Аслисем пурте ывăлсем. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пăхмасăр, ашшĕпе амăшĕ ачисене вĕрентессишĕн çуннă. Ашшĕ пурĕ те 4 класс кăна пĕтернĕ, амăшĕ шкула пачах та çỹреймен _ çырма-вулама хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ кашни ачинех вĕрентме тăрăшнă, ятарлă пĕлỹллĕ специалист пуласса ĕмĕтленнĕ. Тăрăшни сая кайман _ çемьерен бухгалтер, зоотехник, геолог, икĕ учитель тухнă. Ватăсене савăнтарса, Мария хĕрĕ те пĕчĕкрен пĕлỹ енне туртăннă, класран класа лайăх паллăсемпе куçса пынă. Анчах та 1962 çулта 10-мĕш класа ăнăçлă вĕçленĕ хыççăнах малалла вĕренме кайма тăхтанă _ амăшĕ вилнĕ хыççăн 69 çулхи ашшĕне пĕччен хăварас темен... Çапах та учитель пулас ĕмĕт чĕре тĕпĕнче сỹнмен-ха. Мал ĕмĕтлĕ хĕр 1963-1966 çулсенче Канашри педагогика училищинче вĕренсе кĕçĕн классен учителĕн дипломне алла илнĕ.

Ĕç биографийĕ 1966 çулта Кивĕ Чукалти 8 çул вĕренмелли шкулта пуçланать. Паянхи пекех астăвать: çамрăк вĕрентекене пĕрремĕш класра 34 ача кĕтсе ларнă. Çапла вăл 40 çул хушши кашни ирех шкула утнă, шăнкăрав сассипе урока васканă. Мария Николаевна мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех юратнă профессипе киленсе, чунне парса пĕр шкулта кăна ĕçленĕ, тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура "Аслă учитель" ята тивĕçнĕ.

Кивĕ Чукал ялĕ учитель пурнăçĕнче ĕç вырăнĕ кăна мар, шăпа та пулса тăнă. 1967 çулта çак ялти Николай Васильевич Жамковпа, колхозри хастар уй-хир бригадирĕпе, пĕрлешсе çемье çавăрнă, 2 хĕрпе 2 ывăла пурнăç парнеленĕ. Мăшăрĕпе тĕп килте пурăннăран, ватăсемпе те çирĕм çул ытла пĕр çуртра килĕштерсе пурăннă, ватлăх кунĕсенче вĕсене пăхса пурăннă. Пĕр-пĕрне хисепленĕрен пуль, ырă сăмахсемпе кăна аса илет хуняшшĕпе хунямăшне Мария Николаевна: вĕсем мăнукĕсене астунă, вăй çитнĕ таран кил-хуçалăхĕнче пулăшнă, кинĕн вĕрентỹ ĕçне те ăнланнă. Ачисем те асламăшĕпе аслашшĕ çумĕнчен хăпма та пĕлмен _ ăшă кăмăла кам туймасть? Чи хакли _ вĕсем ывăлне лайăх воспитани панă. Мăшăрĕпе 48 çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр çăвартан пурăннă _ вăл унăн чăн-чăн шанчăклă юлташĕ, пурнăç тĕревĕ пулса тăнă. Шел, пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă савнă мăшăрĕ...

75 çулпа пыракан М.Жамкова халĕ килĕнче пĕчченех пурăнать. Икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ тĕрлĕ хулара тымар янă. Юрать-ха, Федя ывăлĕ Шăмăршăра пурăнать, час-часах амăшĕ патне çемйипе килсе çỹрет. Кинĕ те уçă кăмăллăскер _ ăна хăйĕн хĕрĕ пекех çывăх курать. Хулари ачисем те тăван килте час-час пулма тăрăшаççĕ. Ял-йыш та тимлĕхсĕр хăвармасть хисеплĕ ĕç ветеранне: кỹршисем сĕт кỹрсе тăраççĕ, шкулта пĕрле ĕçленĕ учительсем те ун патĕнче час-часах пулаççĕ _ пĕчченлĕхре тунсăхлама-кичемленме памаççĕ.

Мария Николаевна шкулта яланах кĕтнĕ хăна. Ял тăрăхĕ те ăна кашни мероприятиех йыхравлать. Çĕнтерỹ кунĕнче вăл палăк умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене халалланă сăвăсем вулать. Сăмах май, 2014 çулта унăн "Шăмăршă хунавĕсем" сăвă кĕнеки те пичетленсе тухнăччĕ. Районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра та час-час пичетленеççĕ унăн чыс, çемье, тăван ял, туслăхпа чăвашлăх çинчен çырнă чĕререн тухакан сăвă йĕркисем.

Ман ачамсене курассăм килет,

Вĕсен сассине илтессĕм килет.

Мăнуксене куратăп тĕлĕкре,

Мĕншĕн тесессĕн вĕсем инçетре.

Ачисене кĕтсе пĕтĕм вăй-халне пуçтарса кăмака хутать Мария Николаевна, сĕтеклĕ çăкăр, кукăльсем пĕçерсе хурать. Кил-çурт тăван ачасемпе, мăнуксемпе тулсан ват çыннăн чунĕ епле хĕпĕртет! Йышлă çемье сĕтел хушшине вырнаçса ларсан ăшă калаçу, хавас кулă, шỹт тăрать кил-çуртра _ çак самант мĕншĕн нумай тăсăлмасть-ши? Ытармалла мар ачисем çине пăхса ларĕччĕ кашни кун... Тавах Турра, ачисемшĕн пичĕ хĕрелсе курман ашшĕ-амăшĕн, ял хушшинче япăх сăмах илтмен. Мăнукĕсем те çапла çитĕнессе шанать пуриншĕн те чĕрипе çунакан асламăшĕ-кукамăшĕ.

Халĕ пирĕн умра пит пысăк тĕллев:

Мăнуксен çитĕнĕвĕ ватăсемшĕн сиплев.

Вĕсен пурнăçĕ телейлĕ пултăрах,

Сар хĕвел ялан юратса пăхтăрах.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕн аса илмелли сахал мар. Шкулта та, ял-йышра та хисеплĕ, активлă учителе нумай çул хушши Кивĕ Чукалти Хĕрарăмсен канашĕн председательне суйланă. Сăпайлăхĕ, уçă та савăк кăмăлĕ унпа калаçнă чухне тỹрех палăрать _ чăн-чăн чăвашлăх туйăмĕсем тапса тăраççĕ.

Çапла пурăнать педагогика ĕçĕн ветеранĕ _ ачисемпе мăнукĕсене кĕтсе, ĕçтешĕсемпе кỹршисемпе калаçса. Ачисен тимлĕхĕ, ял-йыш хисепĕ _ пурте çителĕклĕ. Ырă сунакансем, пулăшакансем хушшинче пĕчченлĕх те, вăй-хал чакни те палăрсах каймасть. Пурнăç çулĕ çине çаврăнса пăхсан та ỹкĕнмелли, чĕрене çунтаракан самантсем курăнмаççĕ _ тỹрĕ кăмăлпа, таса та çутă ĕмĕт-шухăшпа пурăнма пилленĕ ăна ашшĕ-амăшĕ. Вĕрентекенĕн урăхла пулма майĕ те çук. Малашĕ те тĕксĕм мар. Яланах шанчăклă, чун- чĕрене ăшăтакан çынсем кăна пулччăр сирĕнпе юнашар, хисеплĕ Мария Николаевна!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru