Вăрçă ачи Валик

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-29 11:02:29 Версия для печати
К проекту Галины ник..jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

МĔН кăна кỹмен-ши ку ылханлă вăрçă! Мĕн чухлĕ хĕрарăм мăшăрсăр тăрса юлнă, çап-çамрăк каччăсем вăрçă вутĕнче вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Хăрушă вăрçă никама та тиркемен: ваттине те, вĕттине те. Вăрçă ачисем ачалăх мĕн иккенне пĕлмесĕ-рех юлнă. Кунта эпĕ Васан ялĕнчи Тукас урамĕнче пурăнакан Валериан Фотич Терентьев çинчен çырса кăтартасшăн. Вăл апрель уйăхĕн вĕçĕнче 85 çул тултарчĕ.

Эпĕ пынă чухне вăл урамра пỹрт умĕнче вăрăм сак çинче ларатчĕ. Çуркуннехи уçă сывлăшпа киленме юратать, тавралăх илемĕпе савăнать.

В.Терентьев Шăмăршă районне кĕрекен Васан ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ хура çĕр çинче тертленнĕ, анчах чухăнлăхран тухайман. Виçĕ ача çуратнă вĕсем: икĕ ывăл та пĕр хĕр. Анчах йăмăкĕ çинчен аса илсен Валик тетен пырне тем капланса ларчĕ. Аран-аран сывлăш çавăрса сăмах çăмхине сỹтме пуçларĕ:

_ Анне йăмăка çуратсан вĕрĕлсе кайрĕ. Вара ура çине тăраймарĕ, сасартăк вилсе кайрĕ. Нумай та иртмерĕ, пĕртен-пĕр йăмăк та çĕре кĕчĕ. Толя тете пиллĕкреччĕ, эпĕ _ виççĕре... Асанне анне вырăнĕнчех пулчĕ. Вăл çивĕч хĕрарăмччĕ, нихăçан та пуçне усмастчĕ. Пирĕн умра куççульне кăтартмастчĕ. Хуйхă пире йĕрлесех çỹрерĕ _ атте те вăхăтсăр вилсе кайрĕ. Эпир сĕм-тăлăха тăрса юлтăмăр.

Эх, мăнтарăн асанне _ Груня, икĕ мăнукне те хăех пăхса ỹстерчĕ, ача çуртне памарĕ.

Эпир асатте лартнă пысăк йывăç çуртра пурăнаттăмăр. Пирĕн ачалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иртрĕ. Çак йывăр вăхăтра шкулта вĕрентĕм. Малтанхи учителе _ Анна Ивановнăна _ нихăçан та манассăм çук, йывăр вăхăтра хавхалантарма пĕлетчĕ. Илюк Вазанов çуртĕнче вĕренеттĕмĕр.

Çуллахи вăхăтра 8-9 çулхи ачасем вуншарăн хур кайăк пек тăрса утă тураттăмăр. Иккĕн икĕ енчен тăрса тилхепе тытса ыраша пĕтĕлентерсе çỹреттĕмĕр. Николай Якушов, Василий Вазанов ман юратнă юлташсемччĕ. Леонид Якушовпа пăру кĕтĕвĕ те кĕтрĕм. Выçлăхпа сивве мĕнле тỹссе ирттертĕмĕр-ши? Мăян, пултăран, хур хуххи, ут кăшкар, вĕлтĕрен пухаттăмăр. Çуркуне пылчăк çăрса крахмал пуçтараттăмăр. Унран пашалу, çăкăр та пĕçереттĕмĕр. Тăраниччен çиеймен пулсан та питĕ вĕренес килетчĕ. Уроксене юлташсемпе пĕрле пухăнса хатĕрленеттĕмĕр. Кĕнекесемпе тетрадьсем çитместчĕç. Кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр.

Сĕм-тăлăха юлнă В.Ф.Терентьев 7 класс кăна пĕтернĕ, колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Килти ĕçсене те тунă, лаша ферминче те ĕçленĕ. Пĕр кĕсри хăмласан, тихине хăех пăхса ỹстернĕ. Элюкка тетĕшĕпе ăйăрсем те пăхнă. Валике тăрăхласа "колхоз ачи" тенĕ. Утă-улăм пухнă çĕрте, йĕтем çинче тырă тасатнă çĕрте те ĕçлеме тивнĕ унăн.

1953 çулта Валике аслă конюх пулма çирĕплетнĕ. Валериан Фотич лашасене пĕчĕкрен юратнă. Явап-лăха туйса ĕçленĕрен ăна ферма заведующийĕ пулма уйăрса лартнă.

1957 çулта Мускавра Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен 6-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Республикăран 18 çамрăк хутшăннă унта. Вĕсем хушшинче Васан каччи Валериан Терентьев та пулнă. Çакă унăн пурнăçĕнче яланлăхах асра юлнă.

Вăхăт çитсен Кивĕ Шăмăршăри хăй пекех ĕçчен хĕрпе _ Роза Куприяновапа çемье çавăрнă. Кам кăна пулса ĕçлемен-ши Валик? Бригадир та, ревизи комиссийĕн председателĕ те, кассир та... Ĕçре хастар пулнăран суйлавçăсем ăна ял Совечĕн депутачĕ пулма та шаннă. Районти халăх сучĕн заседателĕн тивĕçне те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Юратнă мăшăрĕ те хастар пулнă, мĕн пенсие тухичченех Васанти вăтам шкулта техничкăра вăй хунă. Телейлĕ мăшăр 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Тăватă ачи аслă шкул пĕтернĕ, чи кĕçĕнни _ шофер. Пурте çемьеллĕ. Тата мĕн чухлĕ мăнук! Вĕсемпе савăнмалла кăна.

Халĕ Терентьевсем хăйсем вăйĕпе туса лартнă икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Пỹрчĕ хуларинчен пĕрре те кая мар. Ватлăха парăнасшăн мар-ха, халĕ те лаша усраççĕ. Сад пахчи те питĕ хитре. Пỹрт умне те уйрăммăн пỹлсе акаци, чие, хурлăхан, хура пилеш тĕмĕсем лартнă.

Телейлĕ ачалăхпа савăнсах пурăнма тỹр килмен пулсан та нихăçан та пуçне усса мĕскĕнленмен Валериан Фотич. Хăйĕн пурнăç опычĕпе вăл ыттисене те паллаштарса пырать, çынсене ырă тумалли çинчен вĕрентет.

Р.СМАЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Васан ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru