Сухалĕ вăрăм та ăсĕ кĕске çав...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-26 10:19:47 Версия для печати
Ялсенче тирпей-илем тумалли пирки яланах калаçатпăр. Анчах пурин патне те çакăн пек чĕнỹллĕ сăмахсем çитеймеççĕ. Пĕрисем тăрăшсах хăйсем пурăнакан вырăна тасалăхра тытма тăрăшаççĕ пулсан, теприсемшĕн çакă ик айкки те тăвайкки. Кил-çурт умĕнчи курăка çулмаççĕ, çỹп-çапа илсе пăрахмаççĕ.

Юлашки çулсенче çынсем умĕсене качакасемпе пăрусене кăкарса хуни тĕлĕнтерет. Маларах кун пек хăтланмастчĕç. Выльăх-чĕрлĕхе улăх-çарана е çырма-çатра хĕррине кăкараканччĕ. Халь вара ял варринчех кăкарăнса тăраççĕ.

Шăмăршăра вара качака кĕтĕвĕ çỹреме пуçларĕ. Вĕсене кăкармалли пирки хуçисем шутламаççĕ. Ирех хапха алăкне уçаççĕ те урама кăларса яраççĕ. Лешсем вара кун каçа таçта та çитеççĕ, темĕнле сăтăр та тăваççĕ.

Ирĕкре çỹрекен йытăсем пирки те çакнах каламалла. Вĕсене сăнчăрта тытмалли пирки манса каяççĕ. Çавна пулах çынсен чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать.

Хамăр пурăнакан тăрăхра тасалăхпа илем хуçалантăр тесен пурин те тăрăшмалла. Ютран килсе пире никам та çак ĕçе пурнăçласа памасть.

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru