Ялĕ пĕтнĕ, масарĕ юлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-26 10:18:24 Версия для печати
Районта хăш-пĕр ялсемпе паççулккасем çĕр çинчен çухалнă. Вĕсен ячĕсене те ватăрах çынсем кăна пĕлеççĕ. Тахçан ял пулнă вырăна аса илтерекенни масар пулса тăрать.

Никишино ялĕ те çук, анчах масарĕ сыхланса юлнă. Ăна вара йĕркене кĕртмелле, картине юсамалла, тасатса тирпейлемелле.

Хăйсен тăванĕсене асра тытма тăрăшакан çынсем çакăн пек шухăш патне çитнĕ, Чукал ял тăрăхĕнче пуху пухса Никишино масарне тирпейлесе хăтлăха кĕртме йышăну тунă. Çакна тума шăпах пуçару бюджечĕ май парать. Вĕсем проект хатĕрлесе 334940,72 тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. Çав шутра республика бюджетĕнчен _ 267900 тенкĕ, вырăнти бюджетран _ 40040,72 тенкĕ, çынсем пухнă укçа _ 27000 тенкĕ. Хăш-пĕр çынсем спонсорла пулăшу парас кăмăллă пулнине те асăнса хăвармалла. Çапла вара ĕç тапраннă, арçынсем пуртă-пăчкă йăтса масар çинче ỹссе кайнă йывăç-тĕме каснă-вакланă, вил тăприсене тирпейленĕ.

Н.ХРАМОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru