Тĕрĕслев ирттереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-22 09:52:38 Версия для печати
Районта мобильлĕ ушкăнсем çынсем маскăпа çỹремелли тапхăра мĕнлерех пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсем лавккасене, автостанцие, аптекăсене кĕрсе тухнă, вĕсенчи лару-тăрăва пăхнă. Йĕркене пăхăнманнисене асăрхаттарнă, ăнлантару ĕçĕсене ирттернĕ. Шел те, анчах протокол çырма та тивнĕ.

Маскăпа çỹремелли тапхăр пирĕн майăн 12-мĕшĕнчен тытăннă, хальлĕхе ăна пăхăнмах тивет. Лавккана, аптекăна кĕме, таксие, общество транспортне ларма çынсен маска тăхăнмаллах. Çавăн пекех перчетке пирки те манмалла мар.

А.УДИН.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru