Масар çине кĕртмеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-19 09:47:52 Версия для печати
Сăваплă вырăна тирпейпе тасалăхра тытасси кашнийĕн тивĕçĕ. Кунта пирĕн çывăх тăвансем яланлăхах канлĕх тупнă. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем масар картине сăрланă, çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Уйрăм çынсем хăйсен тăванĕсен вил тăприйĕсене тирпейленĕ.

Майăн 22-мĕшĕнче _ Микула кунĕнче _ Карапай Шăмăршă тата Çĕнĕ Тăрăн çыннисем вилнисене асăнма унта пуçтарăнаççĕ. Шел, тĕнчере коронавирус инфекцийĕ алхаснă чухне çынсен масар çине асăнма кайма юрамасть, унта кĕртмеççĕ. Çынсене ăнланма тата йĕркене пăхăнма чĕнсе калатпăр.

А.ШОМПОЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru