Светлана АНТОНОВА: «Çынна пулăшасси – сăваплă тивĕç»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-20 08:41:28 Версия для печати
Антонова Светлана Николаевна11.jpg
МЕДИЦИНА çирĕп утăмсемпе малалла аталанса пырать пулин те, çын юнне ылмаштаракан япала халĕ те шухăшласа кăларман-ха. Чирлисен е инкеке лекнисен пурнăçне çăлмашкăн донор юнĕ кирлĕ. Çакна шута илсе 2007 çултанпа апрелĕн 20-мĕшĕнче Раççейре Донор кунне паллă тăваççĕ. Донор сăмах латин чĕлхинчен вырăсла - «дарить», чăвашла - «парнелес» тесе куçать.
Палламан-пĕлмен çынсен пурнăçне тỹлевсĕр юн парса çăлса хăваракансем Шăмăршăра та сахал мар. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче СССР хисеплĕ донорĕсем - виççĕн, Раççей хисеплĕ донорĕсем - пиллĕкĕн. Вĕсем пурте тенĕ пекех хăйсен кун-çулне сывлăха сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă. Сăмахран, Т.И. Гурова, В.Д. Смирнова, А.Н.Табакова, С.Н.Антонова, А.Я.Семкин, Л.В.Екимова хисеплĕ донорсем районти тĕп больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
- Хальхи вăхăтра тăтăш юн парса тăракансен йышĕнче Павел Краснов (Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Васкавлă пулăшу» водителĕ), Александр Львов (Карапай Шăмăршăри подстанци ĕçченĕ), Татьяна Розова, Наталия Мердеева (Шăмăршăри тĕп больница ĕçченĕсем), - пĕлтерет районти тĕп больницăра юн парас енĕпе ĕçлекен медицина сестри М.Морозова. Сăмах май, Майя Николаевна хăй те 30 ытла хут юн парса йывăр чирлисен пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă.
Паян «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат хăни - медицина ĕçĕн ветеранĕ, Раççей хисеплĕ донорĕ Светлана Николаевна Антонова.
С.Головинская (хĕр чухнехи хушамачĕ) Палтиелĕнчи вăтам шкулпа сывпуллашсан 1966-1969 çулсенче Канашри медицина училищинче вĕреннĕ, акушер специальноçне алла илнĕ. Çакăн хыççăн Палтиелĕнчи ача çуратмалли больницара çулталăк акушеркăра тăрăшнă. Çамрăк пулсан та, кăткăс та яваплă тивĕçе Светлана Николаевна пĕчченех ăнăçлă пурнăçласа пынă, ĕçре ăна 2 санитарка пулăшса тăнă.
Пĕр ял каччипе пĕрлешнĕ хыççăн, 1970 çулта, С.Антонова Шăмăршăри район больницин поликлиникинче гинекологи кабинетĕнче акушерта ĕçлеме тытăнать. Çак вырăнта тỹрĕ кăмăлпа 35 çул пĕр улшăнми ĕçленĕ хыççăн, 2005 çулта, тивĕçлĕ канăва каять.
Çапла вăл 36 çул сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче вăй хунă. Районта пурăнакансем Светлана Николаевнăна ăшă кăмăллă та пултаруллă акушер пулнăшăн ырă сăмахсем кăна калаççĕ. Анчах та чылайăшĕ вăл юн нумай çухатнă çынсене вилĕмрен çăлни çинчен пĕлмест. Тĕрĕссипе, вăл хăй те ун çинчен пĕлтерме тăрăшмасть. Тĕп больница руководстви тăрăшуллă акушерăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви С.Антонована ĕçри яваплăхшăн темиçе хутчен те Хисеп Грамотипе, Тав çырăвĕпе чысланă. Унăн сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.
- Çынна пулăшасси - сăваплă ĕç, - сăпайлăн калаçать вăл. - Йывăр операци вăхăтĕнче мана çĕр варринче тăратса больницăна юн пама илсе кайни те пулнă. Пенсие тухичченех çулталăкра 3-4 хут та юн пама хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Хам ĕмĕрте 50-60 хут юн панă, кама тата миçе çынна пулăшнине пĕлместĕп. Маншăн чи пахи - çын пурнăçне çăлса хăварни.
Светлана Николаевна медучилищĕре вĕреннĕ çулсенчех донор пулса тăнă. Паллах, никам хистемесĕр, хăй ирĕкĕпе. Çирĕп сывлăхлăскер, ун хыççăн кашни çулах Донор кунĕнче юн пама пуçланă. Çакă тулли пурнăçпа пурăнма нимĕн чухлĕ те кансĕрлемен ăна. Çамрăк чухне йĕлтĕрпе çивĕч чупнă (вăтам тата инçе дистанцире уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă), гимнастикăпа туслă пулнă - училищĕре пăрăссем (брусья) çинче ăна çитекен пулман. Коллектив ĕçĕсене те яланах хастар хутшăннă – хора юрлама çỹренĕ, çулсерен ăна профсоюз комитетне суйланă.
Халĕ çичĕ теçеткери хисеплĕ ĕç ветеранĕ Шăмăршăра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Унăн 2 ывăл, 3 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Хĕвел пек ăшă куллипе пурне те ырă сунакан Светлана Николаевнăна професси уявĕ ячĕпе саламланă май, чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх, сăн-питре яланах йăл кулă çиçтĕр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru