Манăçми сăнсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-17 14:02:45 Версия для печати
Трехизба выборы.jpg
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ библиотекинче ял историйĕпе çыхăннă тĕрлĕрен кăсăклă материал чылай пуçтарнă. Аваллăх манăçа ан юлтăр тесе кивĕ сăн ỹкерчĕксене пуçтарса альбомсем тунă, куравсем йĕркеленĕ. Çак ỹкерчĕксенче ял пурнăçĕ сăнланнă: ĕлĕкхи çурт-йĕр, чуна çывăх сăнарсем, чăвашсен авалхи çи-пуçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ упранса юлнă.

Манăн алла питĕ интереслĕ сăн ỹкерчĕк лекрĕ. Ăна 1947 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче ỹкернĕ. Çакăнта сăнланнă çынсем _ РСФСР Верховнăй Совечĕн суйлав комиссийĕн членĕсем. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе ялти ватăсене тĕпчерĕм. Суйлав ещĕкĕ умĕнче тăракан шур сухаллă патвар старик _ Иван Васильевич Мульдюков (Галина Викентьевна Мурзинан аслашшĕ). Вăл ялти ятлă сумлă çын пулнă, çавăнпа та, ăна ватă пулсан та, суйлав комиссийĕнче ĕçлеме шаннă тата суйлавра яланах пĕрремĕш сасăлаттарнă.

Вăрçă вăхăтĕнче çитмĕлелле çывхаракан ватă мĕн вăй пур таран колхоз ĕçне хутшăннă. 1946 çулта "За доблестный труд в Великой Отечетвенной войне 1941-1945 г.г." медале тивĕçнĕ. Сăн ỹкерчĕкре шăпах Иван Васильевичăн кăкăрĕ çинче çак медаль çакăнса тăрать. Ун хыçĕнче вăрçă участникĕ, 3-мĕш степень Мухтав орденĕн кавалерĕ - Иван Александрович Фролов (Курак Иванĕ). Ун çийĕнче вăрçăри шинель. Чи хĕрринче _ вăрçă участникĕ, таврари ăста платник Федор Кузьмич Сурков. Вăл ăсталанă сĕтел-пукан, шкапсем халĕ те хăш-пĕр килте упранаççĕ. Варринче тăраканни _ Гаврил Савельевич Сафронов _ вăрçă инваличĕ, кулăш ăсти, шỹтлеме маçтăр пулнă. "Акатуйсенче халăха карусельпе ярăнтарса савăнтаратчĕ, карусель йĕри-тавра параппан çапса ташласа çỹретчĕ", _ аса илеççĕ ялти ватăсем.

Сĕтел хушшинче çырса лараканни - Ильдиер Мухитович Романов. Вăл суйлав секретарĕ. И.В.Романов _ вăрçă участникĕ, ялти пĕрремĕш пионер, активист пулнă. Вăрçăран аманса таврăнсан колхозра уй-хир бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна 1946 çулта "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г." медальпе наградăланă.

Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче Тăван çĕршывшăн хăйсен вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă çынсене манар мар. Килте упранса юлнă сăн ỹкерчĕксенчи пĕлĕш-тăвана ĕмĕр манми упраса хăварар. Ачасемпе çамрăксене Тăван çĕршыва аслă ăрури çынсем пек юратма, сыхлама вĕрентер. Л. ЕГОРОВА, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru