Килте мĕнлерех вĕренет шкул ачи

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-17 13:57:14 Версия для печати
дети и коммпьютер.jpg
Карапай Шăмăршă ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул ачисем Учи.ру, Я Класс, РЭШ (Раççейĕн электронлă шкулĕ) ятарлă вĕрентỹ площадкисемпе тата мессенджерсемпе усă кураççĕ.

Апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн кашни регионĕнчех пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем вăхăтлăха дистанциллĕ майпа вĕрентесси çине куçрĕç. Çак хушăра онлайн-вĕрентỹ валли харăсах темиçе платформа ĕçлесе кайрĕ: Учи.ру, Я Класс, zoom, РЭШ (Раççейĕн электронлă шкулĕ) ятарлă вĕрентỹ площадкисемсĕр пуçне мессенджерсем те хута кайрĕç. Пĕр сăмахпа, кама мĕнле меллĕрех, çавăнпа усă курма пултарать. Пĕтĕм çĕршыври вĕрентỹ учрежденийĕсем харăсах онлайн-вĕрентỹ çине куçнипе трафик ỹссе кайни Интернет çыхăнăвĕн хăвăртлăхне палăрмаллах чакарчĕ. Вĕрентỹ платформипе усă курнă чух çыхăну татăлнипе ачасем программăран тухса ỹкеççĕ. Е сасси, е видеоçыхăну курăнмасть. Ачисемпе килте ларакан ашшĕ-амăшĕн те вĕрентỹ процесне хĕрỹ хутшăнма тиврĕ. Те чăтăмлăхĕ пĕтсе çитнипе вĕсенчен критика килме пуçларĕ. Нумайăшĕ шкулсене вăхăтран маларах уçма ыйтать. Иккĕ-виççĕ е ытларах ачаллă çемьесене компьютерсем çитейменни те пур. Килте ĕçлекен ашшĕ-амăшне те компьютер е ноутбук таврашĕ кирлĕ. Нумай çемьен проблеми ку çак вăхăтра.

Пысăк хуласенче те йывăрлăхсем пурри çинчен калаççĕ те, ялсенчи шкулсенче лару-тăру мĕнле-ши? Çакна пĕлес тĕллевпе эпир Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулпа çыхăнтăмăр.

Шкул директорĕ Юрий Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх, онлайн-вĕрентỹ йĕркеллех пырать. Шкул ачисем çỹлерех асăннă мĕн пур платформăпа усă кураççĕ. Юрий Федорович сăмахĕсемпе, вĕренекенсен 80 проценчĕ проводной интернетпа усă курать, тепĕр 20 проценчĕ - мобильлĕ çыхăнупа. Хăш-пĕри кăна ашшĕ-амăшĕн смартфонне алла тытать. Ачасене яла килнĕ тетĕшĕсемпе аппăшĕсем те вĕренме пулăшаççĕ.

- Кĕçĕн класра вĕренекенсем Учи.ру платформăна кăмăллаççĕ. Унпа меллĕ тесе пĕлтереççĕ. Раççейĕн электронлă шкулĕпе усă куракансем унта видеоуроксем пăхаççĕ те кайран панă хушусене пурнăçласа вĕрентекенĕсене ярса параççĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрин хушшинче Ватсаппа тата Вконтактепе çыхăнаççĕ. Киле панă ĕçсен скриншочĕсене те çавăнта вырнаçтараççĕ. Учительсем видеоурок ссылкисене çак мессенджера лартаççĕ. Вĕсем хăйсен хушшинче те тĕрлĕ платформăпа усă кураççĕ. 60 вĕренекен Учи.рупа, 90-шĕ _ Я Класспа, 220-шĕ РЭШпа усă курса пĕлỹ илнине палăртса хăвармалла, - çĕнĕлле ĕçленипе паллаштарать Юрий Федорович.

Вĕрентекенсен те, районти шкул директорĕсен те хăйсен ушкăнĕсем пур. Вĕрентỹ уйрăмĕпе ларусем ВКС майĕпе иртеççĕ.

Шкул директорĕн сăмахĕсене ăша хывнă май, çакă та паллă пулчĕ, дистанциллĕ майпа вĕрентни хăнăхман ĕç, çавăнпа йывăртарах. Мĕн тесен те вĕрентỹ ĕçĕнче чĕрĕ хутшăну кирлĕ. Ачасен пĕр-пĕринпе хутшăнмаллах. Класра ларса вĕренни, кунсерен шкула çỹрени дисциплинăна йĕркене кĕртнисĕр пуçне воспитанин нумай задачине пурнăçлать. Шкул вăл нумай енлĕ, кăткăс организм.

Юрий Ермолаев каланă тăрăх, вĕрентекенсем пурте ĕçлеççĕ. Хăш чух кун компьютер умĕнчех иртсе каять. Нагрузка пысăк, кашни класс ĕçне контрольте тытмалла, хушусене ярса памалла, кайран киле панă ĕçсене тĕрĕслемелле, ытти хут ĕçĕсене те никам та пăрахăçламан. Вĕрентекенсем кашни кун пĕтĕмлетỹсем туса завуча ярса параççĕ.

- Ку вăхăтлăх япала, пурин те çакна ăнланса йышăнмалла, кăшт кăна чăтмалла. Кайран каллех йăлт хăй вырăнне ларĕ. Чи кирли _ сывлăх, хамăра та, тăвансемпе çывăх çынсене те упрамалла. Çак çăмăл мар лару-тăрура пирĕн пĕр шухăшлă пулса çăмăлттайланмалла мар. Ку вăхăта çухатусемсĕр чăтса ирттересси пиртен пуринчен те килет, - терĕ юлашкинчен Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулĕн директорĕ Юрий Ермолаев.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru