Çуралнă килне манмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-14 11:00:51 Версия для печати
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Районти ялсенче пушă çуртсен шучĕ ỹссе пыни никама та тĕлĕнтермест. Çак пулăма хăнăхса пыратпăр. Çамрăксем яла юлманни, хулана иленни те çĕнĕлĕх мар.

Çуралнă килтен тухса кайса урăх çĕрте пурăнсан та тăван тăрăха манманни, унта килсех çỹрени темрен те паха. Мĕн каласан та, ачаран выляса-чупса çỹренĕ урамсем, ялта юлнă тăвансемпе юлташсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Çавăнпах чун-чĕре ялаллах туртăнать, кунта килсе курма кăчăк туртать. Çакăн пирки пĕр самант та манмасть Хайпăлара çуралса ỹснĕ Иван Старшов. Шăмăршăра пурăнать пулсан та, вăл час-часах яла çитсе килме васкать. Ан тив, Ворошилов урамĕнчи çуралнă пỹрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать. Ку ăна нимĕн чухлĕ те кансĕрлемест. Ăна тата унăн çемйине ялти кил-çурт темрен те çывăх. Çавăнпах вĕсем ăна пăхса-çĕнетсех тăраççĕ. Кил-çурт таврашне вăхăтра çỹп-çапран, хыт-хураран тасатаççĕ, пахчара тĕрлĕрен чечек акаççĕ.

_ Тăван ялăм, савнă кил _ ялан манăн чĕрере. Хам пурăннă чухне ачалăхпа яшлăха ирттернĕ, çунат хушма пулăшнă, вăй-хăват панă килĕмĕн вучах ăшшине сỹнме парас марччĕ-ха, ăна туйсах тăрасчĕ, _ тет Иван Старшов.

Çакăн пек пуян чунлă çынсем районта пурăнсан, пушă ларакан çуртсене те хыт-хурапа çум курăк пусса каймĕччĕ, хапха-карти чалăшмĕччĕ, йăванмĕччĕ. Пахчисем те пушанмĕччĕç, улма-çырлапа, ытти çимĕçпе куçа савăнтарĕччĕç. Ыттисен вара Иван Старшовран тĕслĕх илсе тăван ялти çуралнă киле çитсе унти лару-тăрăва, ĕç-пуçа сăнаса тăрсан тем пекех лайăх пулĕччĕ.

Тăван ял аталанасси, çĕнелесси çуралнă киле упранинчен, ăна пĕтме паманнинчен нумай килет.

Р.КУЗНЕЦОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru