Тирпей тăватпăр хамăрах

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-14 10:59:17 Версия для печати
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Тасалăхпа тирпейлĕхре пурăнсан кăна ял аталăнăвĕ курăнать. Çакăн пирки пĕр иккĕленмесĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем калаççĕ. Çавăнпах вĕсем яланах ял çыннисене хăйсем пурăнакан кил-çурт таврашне, урамсемпе тăкăрлăксене, çырма-çатрана тасалăхра тытма чĕнсе калаççĕ. Анчах вĕсем сĕннине пурнăçлакансем пур-и? Вĕсен сăмахне хăлхана чикеççĕ-и? Хăшĕ-пĕри мĕн сĕннине шута та илмест, тăнлама та шутламасть. Çавăнпах ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культура тытăмĕнче вăй хуракансем час-часах хăйсем тирпей-илем тума тухаççĕ.

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура йывăрлăхсене çĕнтерсе субботник йĕркелекенсем çав-çавах тупăнаççĕ. Акă Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хастарĕсем ялти урамсен вĕçĕсенче йăваланакан çỹп-çапа пухса тирпейленĕ. Çак ырă ĕçе хăй вăхăтĕнче хальхи район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пуçарса янă пулнă. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнра пурăнакансем унăн ырă пуçарăвне халĕ те тытса пыма тăрăшаççĕ.

Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ те тирпей-илем тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Район центрĕнчи урамсенчи çỹп-çапа та вăхăтрах пуçтарса, тасатса тăма тăрăшаççĕ. Хĕл кунĕсенче пăрлак çулсене хăйăр сапнăччĕ, халĕ унран тасалма тивет. Иртнĕ эрнере кунта çак тĕлĕшпе тимлерĕç, çулсемпе тротуарсем çинчи хăйăра хырса, шăлса пуçтарчĕç.

Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те çĕр типме пуçласанах хăйсен умĕсене тирпейлесе пуçтарма васкарĕç. Вĕсем çỹлтен хушасса кĕтсе тăмарĕç. Аллисене кĕрепле-шăпăр тытса урама васкарĕç. Çỹп-çапран, типнĕ курăкран тасалнă çуртсен умĕпе халĕ иртсе çỹреме те кăмăллă.

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулсан та, районти учрежденисен, организацисен, предприятисен территорийĕсем те çỹп-çапран тасалса пыраççĕ. Асăрхаттарăва тĕпе хурса çынсем пысăк ушкăнсемпе ĕçе пуçăнмаççĕ. Паян _ пĕрисем, ыран _ теприсем йăваланакан ăпăр-тапăра пухса илеççĕ. Лавкка таврашĕсенче те тасалăх пулмалли пуриншĕн те паллă. Вĕсен хуçисемпе сутуçисем те тирпейпе тасалăх йĕркине пăхăнма тăрăшаççĕ.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru