Сутуçăсем чир-чĕртен упраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-10 10:12:24 Версия для печати
чистюлоя.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ТĔНЧЕНЕ пăшăрхантаракан коронавирус эпидемийĕ пире чире сарăлма чарассишĕн кашнинех тăрăшмалли çинчен аса илтерсех тăрать. Килте ларма, гигиена йĕркисене пурнăçлама хистет. Анчах та хальхи вăхăтра апат-çимĕç лавккине, аптекăна хутран-ситрен тухса кĕмесĕр епле пурăнăн?

Кил-çурта, ỹт-тире тасалăхра тытмашкăн хуçалăх лавккине те çитес пулать. Супăнь таврашĕ, алă тасатмалли спиртлă салфеткăсем, кил-çурта дезинфекци тумалли хатĕрсем, гигиена предмечĕсем кирлĕ. Шăмăршăра пурăнакансем асăннă таварсене "Чистюля" лавккара туянма килĕштереççĕ (хуçи Б.Н.Беков). Мĕншĕнне пĕлетĕр-и? Ахальтен мар иккен.

Лавкка умне тенкел лартнине асăрхатпăр. Алăк çине шала 3 çынран ытла кĕме юраманни çинчен çырнă хут çыпăçтарнă. Эппин, тенкеле черетре кĕтекене ларма вырнаçтарнă. Алăк уратинчен каçсанах алăсене пульверизатортан спиртпа пĕрĕхеççĕ. Стеллажсем хушшипе малалла иртнĕ чухне тирпейлĕхпе тасалăх тыткăнлать _ эпидеми вăхăтĕнче тăтăш антисептикпа сăтăрсах тăраççĕ вĕсене. Тавар хумалли карçинккасене тата алăк хăлăпĕсене те кашни çын хыççăнах тасатаççĕ. Урайне те "Белизна" хлор хутăшĕпе 5-6 хут та çуса илеççĕ. Иртнĕ эрнере кунта кил-çурта тирпейленĕ чухне усă курмалли маскăсем те сутнă. Ватă çынсене тата тавар туянакансене укçасăрах валеçнĕ. Çакăн пек ырă сутуçăсем те тĕл пулаççĕ-ха пирĕн пурнăçра!

Ахаль чухне те Бахтиер Нигманджанович клиентсемпе яланах тараватлă, уçă кăмăллă. Унăн лавккине кĕрсе çỹреме пурте килĕштереççĕ. Тавар ассортименчĕ пысăк, хакĕсем те ытти лавккарисенчен йỹнĕрех. Пуринчен ытла сутуçăсем килен-каяна хисеплени, вĕсен сывлăхне упрама тăрăшни тыткăнлать. Тата мĕн кирлĕ тавар туянакана?

Коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче сутуçăсене пĕлсе тăма:

1.Лавккасене халăха чи кирлĕ таварсемпе тивĕçтермелле;

2.Черетре пĕр вăхăтра нумай çын тăратмалла мар, çынсем хушшинче метр - метр çурă дистанци пулмалла;

3. Алăк хăлăпĕсене, тавар хумалли карçинккасене дезинфекци шĕвекĕпе тăтăш сăтăрмалла;

4. Чир-чĕр паллиллĕ суту-илỹ ĕçченне клиентсемпе ĕçлеме ирĕк памалла мар.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru