Вăл сусăрсене хавхалантарса тăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-04-10 09:40:37 Версия для печати
Тенишева Алевтина.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПУРНĂÇ çулĕ пуриншĕн те пĕрешкел килмест: пĕрисен яп-яка та тикĕс вăл, хăшĕн вара _ тумхахлă. Обществăра вăй питти çынсемпе юнашар сывлăх енчен хавшак, сусăр çынсем те пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче паянхи кун тĕлне 1113 инвалида шута илнĕ, çак йышран 57-шĕ _ ачасем. Каламасăрах паллă, вĕсене пиртен тимлĕх, пулăшу, ăнлану кирлĕ.

Çак тĕллевпе вĕсемпе районта çулсеренех "çавра сĕтел", конференци ирттереççĕ, унта РФ Пенси Фончĕн районти клиент службин, социаллă страхлав, социаллă пулăшу специалисчĕсем кăна мар, республика шайĕнчи ведомствăсенче тăрăшакансем те хутшăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатаççĕ, кирлĕ сĕнỹсем параççĕ. Çак тĕл пулусем ыйту-хурав евĕр кăна иртмеççĕ, чаплă концертпа вĕçленеççĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ пурин кăмăл-туйăмне те çĕклет-çке! Малалла вара калаçу обществăлла апатлану çуртĕнче тăсăлать.

Юлашки вăхăтра сусăрсем валли йĕркелекен мероприятисенче эпир Алевтина Тенишева чупкаласа çỹренине куратпăр. Районта пурăнакан инвалидсене йыхравлать, Шупашкарти тата районти специалистсемпе çыхăнса тăрать, Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулăва интереслĕ, асра юлмалла ирттерес енĕпе калаçать, апатлану пирки килĕшỹ тăвать... Республикăра сусăрсем валли йĕркелекен спорт фестивалĕсене хутшăнма команда хатĕрлессине те хăй çине илет Алевтина Александровна. Районти инвалидсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи вăл, урăхла каласан, "Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин" Чăваш Республикинчи организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ. Çак обществăлла тивĕçе хăйĕн ирĕкĕпе 2015 çултанпа пурнăçласа пырать. Унăн хастарлăхĕпе тăрăшулăхне район администрацийĕ те тивĕçлипе хаклать, нумаях пулмасть ăна 50 çулхи юбилейĕ майĕпе Хисеп грамотипе наградăланă.

...1970 çулта Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ А. Миронова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарта сутуçă специальноçне алла илсен тăван района таврăннă. 1988-2001 çулсенче апат-çимĕç тата "Сĕтел-пукан" лавккисенче сутуçăра ĕçленĕ. Райпо тытăмĕ хавшасан вара çамрăкраххисен урăх ĕç шырама тивнĕ. Алевтина штукатур-маляр ĕçне кỹлĕннĕ. Темиçе çул иртсен стройкăри йывăр условисене пула ал-ури сыпăкĕсем сурма пуçланине туять. Ăна врачсен комиссийĕ 3-мĕш ушкăнри инвалид тесе палăртать. Паллах, çакă малтанласа çамрăк хĕрарăма самаях пăшăрхантарать, пурнăç малашлăхĕ те самантлăха тĕссĕр-ленет. Анчах та хĕрарăмăн тỹсĕмлĕхне çухатма юрамасть. Вăл çав-çавах кил-çурт вучахĕ те, анне те. Мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă хыççăн ывăлне пĕчченех çитĕнтерме вăй-хал çитернĕ _ Пермьри çар институтĕнче аслă пĕлỹ илме пулăшнă.

А.Тенишева врачсен сĕнĕвĕсене çирĕп пурнăçласа пурăнать. Эмелпе кăна мар, хускану урлă та сывлăхне çирĕплетме тăрăшать. Ачаран спортпа туслă пулни (шкулта вĕреннĕ çулсенче çăмăл атлетикăпа республикăри ăмăртусене те пайтах хутшăннă, шкул командинче баскетболла вылянă) ăна халĕ çăмăллăх кỹрет. Кашни кунах 5-6 çухрăм утать, бассейнра ишет _ шăм-шакне хытма памасть. Юлашки çулсенче вара районти сусăрсен сывлăхне упрассишĕн тата вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклессишĕн те вăй-халне шеллемест. Алевтина Александровна тăрăшнипе район команди инвалидсен республикăри спорт фестивальне кашни çулах хутшăнать, медальсемпе тата Дипломсемпе таврăнать. Кĕске дистанцие чупассипе, шашка-шахмат, дартс, теннисла выляссипе пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ унта. 2019 çулхи ноябрьте Шупашкарта иртнĕ çакнашкал фестивальте шăмăршăсем 3 медале тивĕçнĕ. Пĕрне А.Тенишева хăй çĕнсе илнĕ - 18 çултан аслăраххисем хушшинче 60 метра чупса республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă. Тем пекех савăннă вăл чирлĕ урисем хăйне итленĕшĕн. Унран та ытларах хăйĕн пек инкеклĕ çынсен çитĕнĕвĕсемшĕн! Кашнине хăйĕн вăй-халне тĕрĕслесе пăхма ỹкĕтлет вĕт, кашни пултаруллă пулни çинчен сахал мар калаçу ирттерет!

Çапла, чир-чĕр пулсан та тулли пурнăçпа пурăнма май тупмалла. Алă усма юрамасть. Çакна лайăх ăнланать вăл. Çавăнпа та ыттисене те хавхалантарса тăрать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.

Район администрацийĕн социаллă пулăшу пай ертỹçи Н.Федорова Алевтина Тенишеван ырă кăмăлĕпе социаллă активлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймест:

_ Чăн-чăн пулăшуçă вăл пирĕн. Пуçаруллă, яваплă, тăрăшуллă. Районти сусăрсемпе йĕркелекен мероприятисене яланах пысăк йышпа тата интереслĕ ирттерет. Республикăра та пирĕн район пур енĕпе те малтисен йышĕнче. Кунта Алевтина Тенишеван тỹпи курăмлă. Нихăçан та ỹркенсе тăмасть, пур ĕçе те вăхăтра тата кăмăлтан пурнăçласа пырать.

Сусăрсем шăпине ан ỹпкелеччĕр, хăйсене кура интерес, ĕç-хĕл тупчăр, пуласлăха шанчăкпа пăхчăр. Çак принципсем Алевтина Александровнăшăн чи пĕлтерĕшлисем. Эпир те çапла шутлатпăр, пĕрлешỹ ертỹçине малашне те обществăлла ĕçре хастар пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru