- АТЬĂР, хĕрсем, юрă юрлар пуль! - йăл кулăпа пурне те хĕвел пек ăшăтнăн туйăнчĕ вăтам пỹллĕ, çутă та хитре сăн-питлĕ хĕрарăм. Вара уçă сассипе пуçласа та ячĕ:
Уçланкăри палан
Шап-шурă çурăлсан,
Эпир сăмах татсаччĕ санпалан.
Кĕрхи кунсем çитсен,
Паланăмăр пиçсен
Эс таврăнма пулсаччĕ аякран.
Сана ăсатсанах
Тăм тиврĕ палана,
Шап-шур чечекĕ ỹкрĕ çĕр çине.
Çавна эс пĕлтĕн-ши?
Çавна эс сисрĕн-ши?
Тăван яла килмерĕн кĕркунне...
Купăсçи - Владимир Юманов - ывăнма пĕлмесĕр кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарать. Ăçтан кăна çавăн чухлĕ юрă пĕлеççĕ-ши? Композиторсем çырнине те, чăваш халăх юррисене те чăн-чăн артистсенчен кая мар шăрантараççĕ.
Çук, концерт мар ку, репетици те мар - Пуянкасси ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕ пенсионерсене савăнăç парнелет çеç. Юрă пуçлакан чипер хĕрарăм - çак Канаша ертсе пыракан Лидия Петровна Антонова. Паянхи уяв Кахăрлă Шăхалĕнчи ĕçчен те тирпейлĕ кил-йышра - Юмановсем патĕнче - иртет.
Çак çемье ял тăрăхĕнче чи хисеплисенчен пĕри. Кил-çурчĕ те, картишĕ те - пăхса ытармалла мар илемлĕ те тирпейлĕ. Икĕ ĕнепе икĕ пăру, пилĕк сысна (тăваттăшĕ çăвăрлаттармалли амасем) усраççĕ. Владимир Петровичпа Галина Алексеевна виçĕ гектар çĕрпе усă кураççĕ, пĕр гектар урпа, пĕр гектар çĕрулми тата нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ.
Хальхи вăхăтра куллен 40-шер литртан кая мар сĕт сутаççĕ. Сĕт хакĕ йỹнĕ пулин те, тупăшĕ пур тесе шутлать кил хуçи.
Юмановсен Т- 40 трактор та пур. Килти хуçалăхра ĕçленисĕр пуçне ял çыннисене те пулăшать Владимир Петрович. Тирпей-илем субботникĕ вăхăтĕнче тракторĕпе çỹп-çап турттарать. Ырă ĕç тăвакана халăх тивĕçлипе хисеплет.
Владимир Петрович темиçе çул хушши ĕнтĕ ĕлĕкхи япаласене пуçтарать. 145 экспонат тупса килти музей йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Çичĕ пушăт çăпати, уйран çỹпçи, пир станĕ, ухват, çурла, пысăк ала, ал арманĕ, шĕшлĕ, çỹпçе, арча... Миçе тĕрлĕ кăна сава çук-ши тата?
- Анне хĕр чухне тĕрленĕ тĕрĕсем те музейре вырăн тупрĕç, - савăнăçлăн калаçать кил хуçи. - Çỹпçепе арчи та унăнах. Йывăçа касса ăсталанă авалхи эрешсене тĕрлĕ çĕртен пуçтартăм. Хăшĕ-пĕри çĕнĕ çурт лартсан кивĕ япаласене кăларса перет е çунтарса ярать вĕт! Çапла историшĕн çав тери хаклă япаласем яланлăхах çухалаççĕ. Эпĕ хамăр йăхпа-ăрупа, хресчен пурнăçĕпе çыхăннă экспонатсене ачасемпе мăнуксем валли упраса хăварма тĕллев лартрăм.
Сăмахăма каллех ветерансен Канашĕ çине куçарам-ха. Ман шутпа, çак обществăлла пĕрлĕх пирĕн районта çеç мар, республикăра та чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри пулĕ. Ырă ĕçсене шутласа тухма та йывăр: ваттисем калаçса татăлаççĕ те тĕрлĕ хулана экскурсие тухса каяççĕ, çут çанталăк ытамĕнче усăллă канаççĕ, Скандинави утăмĕпе спорт ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ, юрă-ташă ăстисен конкурсĕ те кашни çулах иртет.
- Лидия Петровна пире пĕрре те ватăлма памасть, - йăл! та йăл! кулаççĕ пенсионерсем. - Вăл пуçарнипех килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан, пахча-çимĕç çитĕнтерекен ял çыннисем патне ĕç опычĕпе паллашма çỹретпĕр. Пире пур çĕрте те хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Акă, паян Юмановсем патне килсе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Савăнмасăр ăçтан чăттăр чун? Юрламасăр ăçтан тỹссе тăрăн?
Ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулма Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин тата Раççей Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Федоськин та килнĕ. Дмитрий Николаевич тивĕçлĕ канăва кайнисене пенси тỹлес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, нумай-нумай ыйту çине хуравларĕ. Аркадий Эмирович пурне те яла тирпей-илем кỹмелли субботнике хутшăнма чĕнсе каларĕ.
- Тухатпăрах, ял илемлĕ пулсан хамăршăнах лайăх вĕт! - хапăлах пулчĕç пенсионерсем.
- Лидия Петровна пуçарнипе кăçал кашни килтех хитре чечексем ĕрчетме калаçса татăлтăмăр. «Чи тирпейлĕ урам», «Чи илемлĕ килти пахча» конкурса та хутшăнăпăр, - тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ ял тăрăхĕнчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕн ертỹçи, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова.
Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшỹпе савăнăç сунатăп сире, Пуянкасси ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çынсем!
Ив.САЛАНДАЕВ.