Йĕркене пăссан явап тытма тивет

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-24 11:20:46 Версия для печати
Хальхи вăхăтра Шăмăршăра 18 видеокамера вырнаçтарнă, вĕсене районти полици уйрăмĕнчи дежурнăй чаçĕпе тỹрремĕнех çыхăнтарнă. Культура çурчĕ, прокуратура, суд зданийĕсем, суту-илỹ центрĕсем, пурăнмалли çуртсем, шкулпа ача сачĕсем, автостанци таврашĕнчи вырăнсем ỹкерĕнсе çырăнса пыраççĕ.

2019 çулта "Хăрушсăрлăхлă муниципалитет вĕренĕвĕ" АПК хатĕрĕсем урлă административлă правăна пăснисем çинчен 20 информаци илнĕ. Ку ĕç малалла пырать.

Полици сотрудникĕсем йĕркене пăсакансене маларах тупса палăртас тата тытса чарас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. 2019 çулта полици ĕçченĕсемпе 652 административлă протокол çырнă, çав шутра общество вырăнĕсенче ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 323 протокол, вак хулиганла ĕçсемшĕн _ 61 протокол.

Иртнĕ çул полици ĕçченĕсем район территорийĕнче халăхпа 35 массăллă мероприяти ирттернĕ. Обществăри йĕркесене пăснă тĕслĕхсем пулман.

Тата çакна та асăнса хăвармалла, çынсене улталас шухăшлисем (мошенниксем) те тупăнкалаççĕ. Çакнашкаллисем темĕнле ултавлă ĕç те шухăшласа кăлараççĕ. Хăйсен схемипе ыттисене ултав серепине кĕртсе ỹкереççĕ. Банксен карттисем çинчи укçана çăмăллăнах "туртса" илме пултараççĕ. Çавăнпа та карттăн пин-кодне никама та пĕлтермелле мар, çав шутра банкра вăй хуракансене те. Интернетпа усă курса тавар туянма та васкамалла мар. Унта та ултавçăсен аллине çакланма пулать. Каллех сиртен банк карттин номерне ыйтса пĕлеççĕ, укçа куçарса пама ыйтаççĕ. Нумайăшĕ вара ним шухăшламасăрах мĕн ыйтнине пурнăçлать. Çапла майпа çăмăллăнах пур-çук укçа-тенкĕсĕр тăрса юлатăр. Кайран вара, тĕрĕслĕх тупас тесе, полици уйрăмне вĕçтеретĕр. Анчах нумай чухне сăтăрçăсене тупса палăртма май çук.

Районта "Хĕç-пăшал _ 2020" профилактика мероприятийĕ пырать. Унăн тĕллевĕ _ регистраци туман хĕç-пăшалпа патронсене, сирпĕнекен япаласене тупса палăртасси. Енчен те эсир регистрацире тăман япаласене полици уйрăмне илсе пырса парсан, сире укçан хавхалантараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8(83546) 2-33-73.

Саккуна пăхăнса тирпейлĕ пурăннине нимĕн те çитмест. Кукăр çул çине пĕр хутчен тăтăн пулсан, каялла тỹрĕ çул çине тăма çăмăл мар. Йĕркене пăсса саваламан суд сакки çине ларасран кашнийĕнех сыхланмалла. Шутламасăр тунă ĕçшĕн кайран пурнăç тăршшĕпех ỹкĕнсе пурăнмалла кăна ан пултăр.

Полици ĕçченĕсем районта йĕрке тăвассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ, кирлĕ сĕнỹсем параççĕ. Преступлени тăвасси чактăр, тискерле ĕçсем тăвакансем ан пулччăр тесе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, шкулсене çитсе тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Р.ИДРИСОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru