Йăлкăш, культура вучахĕ, тулли пултăр ун "пучахĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-24 11:19:14 Версия для печати
КУЛЬТУра.jpg
Культура ĕçченĕсемшĕн кашни уявах ĕç кунĕ пулса тăрать. Ыттисемшĕн кану вăхăчĕ пулсан _ вĕсемшĕн хĕрỹ ĕç тапхăрĕ. Вĕсем çулталăкра вун-вун мероприяти ирттереççĕ, куракансене концертсемпе, спектакльсемпе, конкурссемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Вĕсем ертсе, йĕркелесе пынипе ытти çынсем те сцена çине туртăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштараççĕ. Культура ĕçченĕсем фольклор ушкăнĕсемпе хамăр район çыннисене кăна мар, республикăри тата кỹршĕллĕ регионсенчи йăхташăмăрсене чăваш халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

Районăмăрта тĕрлĕ халăх пурăннăран, культура ĕçченĕсем кашни наци халăхне сумлама тăрăшаççĕ. Вĕсем валли те уявсем йĕркелеççĕ. Чăваш, тутар, ирçе, вырăс юрри-ташшипе, шỹт- кулăшĕпе сцена çине тухаççĕ. Хăйсен ушкăнĕсемпе республикăри мероприятисене те хутшăнса Дипломсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçеççĕ. Çакă, паллах, культура ĕçченĕсене савăнтармасăр тăма пултараймасть.

Районта Культура çурчĕсем лайăх ĕçлесе пынине каласа хăвармалла. "Централизациленĕ клубсен тытăмĕ" автономи учрежденийĕ пĕр тĕвве 16 культурăпа кану учрежденине пĕрлештерсе çыхса тăрать. Вĕсенче кашнийĕнчех концерт залĕсем пур. Культура çурчĕсенче хор, ташă, фольклор ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çынсене пĕрлештереççĕ. Кружоксем йĕркелесе тытса пырасси те лайăх пырать. Вĕсене 1750 ытла çын çỹрет.

Ялсенче культура вучахĕсем сỹнмесен ял çынни пурăнать, аталанать. Культура ĕçченĕсене вара вĕсен çăмăл мар ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем, çĕнтерỹсем туса пыма ăнăçу та чăтăмлăх, çирĕп сывлăхпа хаваслăх сунас килет.

А.Михайлов.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru