Çынлăхпа тăванлăха çухатмăпăр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-20 10:49:35 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пурăнса кăштах курасчĕ

Тăванпа пĕр çемьере.

Ватлăхра пĕрле çỹресчĕ,

Кăшт тăсасчĕ ĕмĕре.

А.Кипеч.

ÇЫНЛĂХПА чунлăх ыйтăвĕ _ акă мĕнре тăрать пирĕн пурнăçăн тĕп тĕллевĕ. Кăмăл тасалăхĕ, туслăх, юрату, тăван кĕтес илемлĕхĕ, çамрăклăх хĕлхемĕ, ĕçлес пурнăç илемĕ _ çакăн пек пахалăхсемпе илемленет пирĕн пурнăç.

Пĕр ăс лайăх, иккĕ тата лайăхрах, теççĕ вырăссем. Ку, чăнах та, тĕрĕс пуль. Кампа та пулин канашласа çивĕч ыйтусем татса панă чухне тăван та, ырă çын та кирлĕ.

Çĕнĕлле туйăмпа, çĕнĕлле шухăшласа пурăнма тăрăшатпăр эпир. Çынна ĕç çын тăвать, туптать, якатать. Çакăн пек чухне кирлĕ те ĕнтĕ çынлăхпа тăванлăх. Ман асрах-ха иртнĕ вăхăтри пĕрлехи ĕç туйăмĕсем. Мĕнле те пулин пысăк ĕç пурнăçламалла пулсан яланах тăван, кỹршĕ-аршă кирлĕ пулатчĕ. Пĕрлешỹ вăй-хăват парать, ĕç пахалăхне ỹстерет.

Çынлăхпа тăванлăх туйăмĕ йывăр килсе тухнă самантсенче тата лайăх палăрать. Акă, пĕр тĕслĕх илсе парас килет. 1957 çулта, кĕр енне, Асанкасси ялĕнче 4 сехет хушшинче 56 килĕ хуралти мĕнĕпех çунса кайрĕ. Çынсем хура çĕр çине тăрса юлчĕç.

Ял çыннисем çак пысăк инкекре пĕр-пĕрне пулăшрĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли сыхланса юлнă йывăç хатĕрĕсенчен картасем тытса хатĕрлерĕç. Никамран та нимĕн те ыйтман. Патшалăх та пулăшрĕ. Вăрманта, инçех мар, кашни киле 50 кубла метр хыр йывăççи пачĕ. Хĕл каçиччен ял çыннисем, çывăх тăванĕсем вăрман касса турттарчĕç. Ун чухне колхозăн та техники нумаях марччĕ. Лашасем пурччĕ ĕнтĕ. Çак вăрмана ял çынни лашасемпе, ĕнесемпе турттарчĕ. Çав хĕлех платниксем пурасем туса хатĕрлерĕç. Çуркунне вара çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă ял çыннисем пỹрт çĕклерĕç.

Эпĕ ун чухне çамрăк пулнă, 10 класс çеç пĕтернĕччĕ. Яш-кĕрĕм, хĕр-упраç кашни кунах пỹрт хăпартма çỹрерĕ. Кунне 3-4 пỹрт çĕкленетчĕ. Вăт мĕнле иккен вăл çынлăхпа тăванлăх пирĕн хушăра пурри. Тĕлĕнмелле, вăй çитернĕ вĕт халăх.

Ун чухнехи "Родина" колхоз председательне _ Клементий Петрович Рахманова _ ырăпа асăнас килет, нумай пулăшрĕ колхоз инкек тỹснĕ ял çыннисене. Вăл пирĕн пата парти янă 30 пин ертỹçĕсен шучĕпе килнĕччĕ.

Пĕрлешỹллĕ хуçалăх вăйĕ ял çыннисемшĕн экономика енчен кăна мар тĕреклĕх паратчĕ, çынлăхпа тăванлăха упрама та пулăшнă. Асрах-ха колхозăн улăх-çаранне çулма тухни. Çĕршер çын, каччăсемпе хĕрсем, ваттисем умлă-хыçлă тăрса ăмăртмалла утă çулнă. Çак ỹкерчĕк мана пĕлĕт тỹпинче вĕçекен кайăк-хур картине аса илтерет. Яш-кĕрĕм çывăх тусĕсемпе курса калаçнă. Ватă çынсем тăванĕсемпе пурнăç ĕç-хĕлĕпе юмахласа савăннă. Çамрăксен юрри те асрах-ха:

Кĕске курăксене, ай, çуласси,

Çулассинчен ытла _ пуçтарасси.

Хамăр савнисене, ай, курасси,

Курассинчен ытла _ калаçасси.

Шел, пĕтрĕ колхоз вăйĕ, арканчĕ. Халĕ никам та ăна çĕклесшĕн тăрăшмасть. Икçĕр хуçалăхран тăракан ялта колхоза çĕклекен çамрăк тупаймастпăр. Пур-ха вĕсем, анчах пуш алăпа мĕн тăвайăн. Иртнĕ саманара хуçалăха ертсе пыма пултаруллă ертỹçĕсене 25, 30 пинсен шучĕпе парти яла çĕклеме янă. Ăçта-ши халь вĕсем? Парти те пултаруллă ертỹçĕсене яла яма шутламасть. Пур-ха ун пек тĕслĕх, медицина ĕçĕнчи çамрăксене 1 миллион çурă тенкĕ парса яла яма тăрăшни. Анчах нумайăшĕ вăхăт çитсен ялтан пăрахса каяççĕ. Яла çĕклессишĕн Раççей Президенчĕ В.Путин та тăрăшать-ха, анчах вырăнти ертỹçĕсем унăн хушăвĕсем çине алă сулаççĕ.

Ăçта унта!.. Мана та, ытти çынсем пекех, пур çĕрте те укçа пуçа çĕклени, хуçаланма пикенни шиклентерет, çын чунне ылтăн чĕпĕтсе тăни пăшăрхантарать. Укçаран укçа тăвакансем нумайланса кайрĕç. Паянхи пурнăç пачах тỹнтерле. Урапи малта сиксе пырать, лаши _ хыçалта. Урăхла каласан, укçа мурĕ мала ỹкрĕ.

Тусăмсем, тăванăмсем! Пирĕн паян никам туртса татайми хурçă сăнчăр çыххи пулмалла. Унсăрăн пĕрлĕх пулмĕ.

М.ВАНЮШИН, педагогика ĕçĕн ветеранĕ,

Асанкасси ялĕ.

Кăларăма Галина Иванова хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru