"Кунта пурăнма пур услови те çителĕклĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-20 10:44:43 Версия для печати
Дьяченко.JPG
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ВАТЛĂХ тĕрлĕрен килет. Хăшĕ ĕмĕрне çывăх çыннисемпе шăкăл-шăкăл калаçса, вĕсен хисепĕпе тимлĕхĕнче киленсе ирттерет, хăшĕ вара _ пĕчченлĕхре... Çемье ăшшинче пурăнакансене вăй-хăват чакса пыни те хăратсах каймасть, чир-чĕр çыпăçсан та çăмăллăн иртсе каять. Ватлăх кунĕсенче тĕревсĕр юлакансен вара?..

Шăмăршăри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр шăпах çакнашкал шăпаллă ватăсене хăйĕн хỹтлĕхне илет те. Кунта паянхи кун тĕлне 22 аслă ăру çынни (вĕсенчен вун тăваттăшĕ _ инвалидсем) ăшă кĕтес тупнă. Паллах, ырлăхран ырлăх шырамаççĕ. Кашнийĕн кун-çулĕ _ пăшăрхануллă, хурланчăклă...

Акă 1937 çулхи вырăс хĕрарăмĕ Вера Дьяченко. Вăл Вăрнар районĕнчи Кольцовка ялĕнче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Вуннăн пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Халĕ вара вăл çак йышран _ пĕчченех. Тетĕшĕсенчен чи асли _ çар училищин курсанчĕ _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Ашшĕ те фронтра тăшмансемпе çапăçнă _ сывă юлнă. Анчах та, йывăр аманса таврăннăскер, виçĕ çул нушаланса пурăннă хыççăн çĕре кĕнĕ. Вăрçă инваличĕ ачисене шкулта лайăх вĕренсе малалла пĕлỹ илме хистесех каласа хăварнă, лайăх специалистсем пулма пехилленĕ...

Вера ялти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Хусана медицина институтне çул тытнă, конкурс витĕр тухайманнипе Козьмодемьянскри медицина училищипе çырлахнă. Çапла медицина сестри пулса тăнă вăл. Ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ ачисем. Пĕрисем _ медик, теприсем _ учитель профессине алла илнĕ. Ял хуçалăхне килĕштерекенсем те пулнă.

Вера Кирилловна сывлăх сыхлавĕнче 40 çул ĕçленĕ, Вăрнарти район больницинче те, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче те тăрăшнă. Çемйипе Казахстанра пурăннă вăхăтра 12 çул унти больницăра вăй хунă.

Мăшăрĕ вилнĕренпе пĕччен юлать ĕç ветеранĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ çемйипе Челябинск хулинче тĕпленнĕ. Мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ те унтах пурăнаççĕ. Темле чĕнсен те унта çити çỹрес килмест ват çыннăн. Çапла вара халсăрланма пуçласан ăна Вăрнарти ваттисен çуртне вырнаçтараççĕ. Икĕ çул каялла, вырăнти социаллă пулăшу паракан центр хупăнсан, Шăмăршăри ЦСОНа куçараççĕ.

83 çулхи Вера Кирилловна ăмăр çанталăкра пушă вăхăтне кĕнеке вуласа ирттерет. Телевизор курать. Телевизорĕ юнашарах _ коридорта, хăйĕн пек ватăсемпе тĕрлĕ передача пăхать, кайран вĕсене пĕрле сỹтсе яваççĕ. Уяр çанталăкра урама тухать, уçă сывлăшпа киленет. Çулла центр йĕри-таврашĕ питĕ илĕртỹллĕ: йывăç-курăк, чечек клумбисем куçа илĕртеççĕ. Лавккасене тухса çỹреме те пулать. Хусканусем сывлăхшăн усăллă пулнине медицина ĕçченĕ питех те лайăх ăнланать. Скандинави уттипе утма та ỹркенсе тăмасть. Çу уйăхĕсенче тăван ялĕнче пахча-çимĕç ỹстерни асран каймасть. Чунĕ çĕршĕн тунсăхласах çитет-çке! Сачĕ те, пахчи те пулнă унăн, унта ĕçлесе йăпанса пурăннă, тунсăхне пусарнă. Кăçал специалистсем пахча-çимĕç çитĕнтерме участок уçасшăн _ унта вăхăт ирттерме вăй-хăват тупăччĕç çĕр ĕçне килĕштерекенсем!

_ Кунта пире питĕ лайăх пăхаççĕ, _ тет Вера Кирилловна, _ комнатăра иккĕн кăна пурăнатпăр _ ăшă шыв, туалечĕ-душĕ пỹлĕмрех. Вырăн таврашĕсемпе кĕпе-йĕме ылмаштарсах тăраççĕ. Урайне кунне темиçе те çуса сывлăша уçăлтараççĕ. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Пире пăхакан специалистсем те çав тери ырă кăмăллă. Пурăнмалли условисем хуларинчен пĕрре те кая мар.

Районти больница ĕçченĕсем Ваттисен çуртĕнчен (халăхра çапла калаççĕ) тухма та пĕлмеççĕ, кунта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ, усăллă канашсем параççĕ. Уйрăмах Екатерина Мандрюкова врач-терапевт ватăсен хисепĕнче. Центрта ĕçлекен кашни специалист вĕсен кăмăл-туйăмне туйса-пĕлсе тăрать, пур енлĕн пулăшса, хавхалантарса тăрать. Сăмахран, Антонина Димитриева, ватăсемпе инвалидсене социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен специалист, кашнийн шухăш-кăмăлĕпе интересленсех тăрать, савăк кăмăл кỹрсе тăрать. Ăçтан çакăн чухлĕ ыркăмăллăх, тимлĕх, тỹсĕм çитерет-ши?

Вера Кирилловна пĕчченлĕхе пачах та туймасть. Хăйĕнпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн, мĕн пур пĕр тăванĕн сăн ỹкерчĕкĕсене илсе килнĕ вăл, курăнмалла вырăна вырнаçтарнă. Хĕрĕпе те тăтăш телефонпа калаçсах тăрать. Вăл часах Чăваш Ене таврăнса пысăк çурт лартас пирки калать, унти пĕр пỹлĕмĕ ятарласа амăшĕ валли пуласса шантарса тăрать. Паллах, çывăх çынсемпе пурăнма кашниех ĕмĕтленет, темле лайăх условисем пулсан та.

Çуркунне çитни аслă ăру çыннисене те савăнтарать. Çĕнтерỹ кунне те пурте кĕтеççĕ _ кашнийĕн тăванĕ унта хутшăннă-çке, çĕршыв ирĕклĕхшĕн сывлăхне (пурнăçне те!) шеллемен. Правительство кашнинех асра тытма хушусем кăларать, вăрçă ачисене те çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Çакă вара вĕсене шанчăклăн пуласлăха тинкерме май парать.

Г.ИВАНОВА.

Кăларăма Галина Иванова хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru