"Тăван яла, хамăрăн шкула усă кỹресчĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-20 10:39:16 Версия для печати
Абульханов.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ТЕЛЕЕ кашни çын хăйне май ăнланать. Пĕри _ сăн-сăпатпа илемлĕ пулнипе телейлĕ. Тепри _ мул-пуянлăх пуррипе хăпартланать. Хăшĕ ашшĕ-амăшĕ пухнă тупрапа усă курма хавас. Теприсем вара çынсемшĕн усăллă ĕç тунипе хăйсене чăн телейлĕ тесе шутлаççĕ. Çаксем вара _ тăван çĕршывăн чăн-чăн ывăлĕсем.

Сăмах паян Асанкасси ялĕнче çуралнă, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Тутарстан Республикинчи электроэнергетика промышленноçĕнче вăй хуракан Р.Абульханов пирки пулĕ.

Радик Абдулазянович 1978 çулта туслă çемьере çуралнă, виçĕ ачаран асли пулса ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕчĕкренех ĕçе юратма, çынпа туслă пурăнма, йывăр вăхăтра пулăшу кỹме вĕрентнĕ.

Шкулта вĕреннĕ çулсенче те лайăх енчен çеç палăрнă Р.Абульханов. Класс тулашĕнчи ĕçсене хастар хутшăннă, пĕрле вĕренекенсемшĕн шанчăклă тус пулнă, вĕрентекенсемшĕн _ яваплă та пуçаруллă ача. Нимĕнле ĕçрен те ỹркенсе тăман. Анлă тавракурăмлă, хаваслă пулнă.

1996 çулта вăтам шкул пĕтернĕ Р.Абульханов, аслă пĕлỹ илсе тĕп хуламăрта ĕçлеме пуçланă. Ĕç опытне пуянлатас тĕллевпе ют çĕршывсене тухса çỹренĕ. Пултарулăхне кура, ăна Тутарстана ĕçлеме чĕнеççĕ, çапла вара вăл 2013 çултанпа унта пурăнать. Хальхи вăхăтра Мускаври ĕç карьери институтĕнче (институт деловой карьеры) иккĕмĕш аслă пĕлỹ илет. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

Шкул сакки çинче ларнăранпа 20 çул ытла иртрĕ пулсан та, Радик Абдулазянович учительсемпе тачă çыхăну тытать, кирлĕ чухне пулăшма васкать. Шкулти акт залĕ валли çĕнĕ ларкăчсем, столовăй валли тĕрлĕ савăт-сапа туянса пачĕ. Маларах çулсенче компьютер техники те, спорт инвентарĕ те парнеленĕччĕ. Нумаях пулмасть шкул ачисен "Юнарми" ушкăнне ятарлă формăпа тивĕçтерчĕ. Çакă ачасене республика шайĕнче иртекен мероприятие хутшăнма хавхалантарчĕ, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулчĕ. "Ỹссе çитсен пирĕн те Радик Абдулазянович пек ырă кăмăллă çын пуласчĕ, _ палăртрĕç çамрăк армеецсем. _ Тăван яла, хамăр вĕреннĕ шкула усă кỹресчĕ".

Э.МОЖАЕВА,

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ.

Кăларăма Галина Иванова хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru