"Ан вăтантăр чăваш хăй чăваш пулнăран"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-17 10:59:07 Версия для печати
Кучерова.jpg
ÇУЛСЕМ тăнлава шуратма пуçласан чылайăшĕ хăйĕн йăх-несĕлĕпе интересленме тытăнать. Епле пуçланса кайнă пирĕн йăх, хушамат? Камсем пулнă мăн асатте-асанне, мĕн ĕçлесе пурăннă? Тăван ял, урам хăçантанпа кунта вырнаçнă? Асатте тĕп килтех пурăннă е уйрăлса тухнă? Хушма ят мĕнпе çыхăннă?.. Ыйту хыççăн ыйту канăç памасть, анчах ăçтан тупса пĕтерĕн хуравĕсене? Атте-анне пурăннă чухне ыйтса пĕлме ăс çитеймен...

Çакнашкал проблема кашнинех питĕ çывăх. Шел, аслă ăрусен кун-çулне, ял историне пĕлекенсем çукпа пĕрех. Пурăнакан ватăсем те нимех те уçăмлатаймаççĕ. Хулари архива кайма яланах тем чарса тăрать...

Юрать-ха, пирĕн хушăрах краеведсем, чăн-чăн патриот туйăмĕллĕ ентешсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен йăхне кăна мар, ял историне те тĕпчесе пĕлеççĕ, пулас ăрушăн питех те кирлĕ сведенисем тупма тỹсĕм çитереççĕ. Акă вĕсенчен пĕри _ Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зинаида Георгиевна Кучерова.

Ман алăра Зинаида Георгиевна тĕпчесе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă "Тăван ялăм _ савнă ялăм" Пăчăрлă Пашьел ялĕн историйĕ. Сăн ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ самаях хулăм кĕнеке. Тĕп хулари типографире кун çути курнăскер мар, компьютерпа автор хăй наборланă 162 страницăллă кĕнеке. Ял çыннисемшĕн хаклăран хаклă ĕç.

Кĕнеке Пăчăрлă Пашьел пуçланса кайнипе пуçланать. Краевед, архив материалĕсемпе усă курса, тăван ялĕ 1635 çулта йĕркеленсе кайнă тесе пĕлтерет. Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕ тĕп Пашьел пулни курăнать _ унтан куçса килнĕ çынсем кунти вăрманта пăчăрсем нумай пулнипе Пăчăрлă Пашьел теме пуçланă. Куçса килнĕ çынсем ыраш, сĕлĕ, урпа, хура тул, вир, пăрçа, йĕтĕн акнă. Çĕре лашапа сухаланă. Выльăх усранă, хупран савăт-сапа ăсталанă, чăпта çапнă, тикĕт юхтарнă, мунчала хутнă, пичке-катка тата çуна-урапа хатĕрленĕ, ухутана çỹренĕ. Чăваш ялĕнче малтан урамсем пулман-ха, вĕсене 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче кăна йĕркелеме пуçланă. Кашни урам ячĕ _ хăй пĕчĕк истори: Малтикас, Хупахкасси, Шуркасси, Хăрахаяккасси, Çĕньял, Митракасси, Хăйăркасси... Кашни урамри кил-çурт вырăн тупнă унта. Автор пур йăх-хушаматăн историне шыраса тупма вăй-хал çитерни тĕлĕнтерет.

Унсăр пуçне ял пурнăçĕнчи кашни тапхăр та сăнланнă. Сăмахран, хальхи Культура çурчĕ вырăнĕнче 1785 çулта темиçе ял çыннисем çỹрекен эрнекунхи пасар пулнă. Пĕрремĕш шкул (1890 ç), пирвайхи фельдшер пункчĕ (1898 ç), вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенчи тăлăх ачасен интерначĕ, çăкăр пекарни (1962 ç) ...

С.Разин, Е.Пугачев, 1812 çулхи Отечествăлла вăрçă ял историйĕнче мĕнле асра юлнă?

(Малаллине хаçатăн 18-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр).

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru