Наталия ИГНАТЬЕВА: "Çулсем - манăн пуянлăх"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-17 10:52:26 Версия для печати
Игнатьева Н Г саламлани от школы.jpg
Мартăн 13-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, ĕç ветеранне Наталия Германовна Игнатьевана халалласа юбилей каçĕ иртрĕ.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, активлă пурнăç позицийĕшĕн, общество ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн тата 60 çул тултарнă ятпа юбиляра Шăмăршă район администрацийĕн организациллĕ ĕç пайĕн начальникĕ В.Дмитриев, финанс пайĕн начальникĕ О.Миронова, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Н.Ендиеров ăшшăн саламларĕç, Тав хучĕпе чечек çыххисем парса чысларĕç.

Çавăн пекех хисеплĕ юбиляра "Чăваш Ен Хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацийĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Н.Милюшкина, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕн çумĕ С.Хафизов, районти Вĕрентỹ профсоюзĕн председателĕн заместителĕ С.Жилкина, шкул директорĕсем, культура ĕçченĕсем, ача сачĕсен заведующийĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем нумай ырă та ăшă сăмах каласа саламларĕç.

1997 çултан пуçласа 2015 çулчченех районти культурăпа вĕрентỹ пайĕн лавне ертсе пынă вăл. 2005 çултан пуçласа 2011 çулччен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ. 1999 çултан пуçласа 2015 çулччен районти Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи пулса тăрăшнă. Наталия Германовна паян тивĕçлĕ канура пулсан та районти обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Ахальтен мар ăна Шăмăршă районĕнчи обществăлла канашăн председателĕ пулма шаннă, çак ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Пушă вăхăтра алă ĕçĕпе аппаланать. Унăн илемлĕ ĕçĕсене çынсем районти "Акатуй" тата ытти уявсенче те курса тĕлĕнеççĕ.

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru