Халĕрех хăтăлар çỹп-çапран

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-13 11:39:06 Версия для печати
Хаваслă туйăм-кăмăлпа Хĕле ăсатрăмăр. Хĕл куççулĕ шавласа юхса пырать çырмапа. Анчах юр ирĕлсе пынă май унти е кунти тасамарлăх куç умне тухать. Уйрăмах çакă уявсем хыççăн курăнать. Хытă каяшсемпе çỹп-çап пăрахмалли контейнерсем тулса лараççĕ. Унта вырнаçман тасамарлăх хĕрринче йăваланать, йытăсемпе кушаксене, вĕçен кайăка илĕртет.

Уявра пурте савăнма тăрăшнине, вăхăта хаваслă ирттерме ăнтăлнине пурте лайăх ăнланатпăр. Анчах хамăр хыççăн тасатса хăвармаллине кăна манса каятпăр. Кашни кĕтесрех эрех-сăра кĕленчи йăваланать. Çавăнтах пластик савăтсемпе хутаçсем кăмăла пăсса выртаççĕ. Апат каяшĕсене те илсе хăварма манатпăр. Тирпей-илеме хамăр тумасан, пире ăна никам та килсе туса памасть.

Васкасах юр ирĕлнĕ май урамсемпе тăкăрлăксем, кĕпер таврашĕсем те хăрушшăн курăнаççĕ. Вĕсен хĕррипе кĕркунне çулса тасатман хыт-хура та çамрăк ката пек çил вĕрнĕ май хумханать. Тата вĕсем çинче, ялав евĕр е елка теттисем пек, мĕн кăна çакăнса тăнине курма пулмасть-ши? Енчен те çул хĕррисемпе кĕпер таврашĕсене вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăрсан, çакнашкал тискерлĕх курăнмĕччĕ.

Лавккасемпе апатлану вырăнĕсен таврашне те пăхса илер. Унта та кăмăла пăсакан ỹкерчĕк курăнать. Темшĕн эпир ытлашши утăм тума ỹркенсе çỹп-çапа ăçта çитнĕ çавăнтах пăрахса хăваратпăр? Канихвет хутне кĕсьене чикме те пулать, вăл йывăр япала мар. Кайран вара, киле таврăнсан çỹп-çап пăрахмалли урна е контейнер тĕлне çитсен, унран çăмăллăнах хăтăлма пулать.

Тирпей-илем тăвасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри тетпĕр пулсан та, ку тĕлĕшпе пирĕн питĕ нумай ĕçлемелле. Çỹп-çапран тасаласси хамăртан кăна килет-çке.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru