Владимир Денисов: "Районăмăр пирĕншĕн кăна мар, çитес ăрусемшĕн те хăтлă пулмалла"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-03-13 11:37:04 Версия для печати
вручение серти.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Район администрацийĕн акт залĕнче район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем, район хастарĕсем 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме пуçтарăннă.

Шăмăршă районĕнче "Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан Российской Федерации" патшалăх программине тĕпе хурса çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туянма ирĕк паракан свидетельство панинчен канашлу пуçланнă. Çакнашкал свидетельствăна 3 çемье тивĕçнĕ.

Районти социаллă экономика аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов паллаштарнă. Владимир Васильевич пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă тата кăçал туса ирттерме палăртнă ĕçсен планне пĕлтернĕ.

2019 çулта район кăтартăвĕсем начар мар пулнине каламалла. Владимир Васильевич иртнĕ çулта район бюджечĕ, номиналлă ĕç укçи, экономика инвестицийĕсен калăпăшĕ ỹснине палăртнă.

Пĕлтĕр муниципаллă программăсене пурнăçлама 338,2 млн тенкĕ укçа кайнă. Çав шутра Чăваш Республикин бюджетĕнчен _ 214,7 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран _ 123,5 млн тенкĕ.

Пĕтĕм категорири ял хуçалăх продукцине туса илессин калăпăшĕ 805,1 млн тенкĕпе танлашнă. Шăмăршă районĕнчи ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕн индексĕ 130,1 процентпа танлашнă (республикăра 1 вырăн). Тĕпрен илсен, пухса илнĕ тыр-пул калăпăшĕ 159,8 процент чухлĕ. Район экономикинче ял хуçалăх производствин пайĕ 72,5 процент шутланать.

2019 çулта районти ял тăрăхĕсен территорийĕсенче общество инфратытăмĕн объекчĕсене аталантарас енĕпе 27 проект пурнăçланнă. Вĕсенчен 27 проекта пахалăхпа тата вăхăтра вĕçленĕ. 2020 çулта 20 проекта ĕçе кĕртме 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Инвестицисен вăтам, пĕчĕк тата микропредриятисен ĕçĕ-хĕлĕ валли 63,6 миллион тенкĕ уйăрнă, 26 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Инвестицисен тĕп пайне ял хуçалăхĕпе суту-илĕве аталантарма янă. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ тĕлне "Г.Н.Макаров" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 130 пуç вырнаçмалăх фермăна уçнă.

Район аталанăвĕ хальхи транспорт инфратытăмĕсĕр пурăнма пултараймасть. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетмелли отчет тапхăрĕнче 25,8 миллион тенкĕ тăкакланă. Автомобиль çулĕсен сетьне 6 километр ытла асфальт сарса çĕнетнĕ, 1 картиш территорине юсанă, пĕтĕмĕшле çулсен 2,5 пин тăваткал яхăн метрне шăтăк-путăкран сапласа юсанă.

Палтиелĕнчи Уруков тата Спорт урамĕсенчи çул-йĕр ĕçне вĕçленĕ. Унăн тăршшĕ _ 1280 метр. Виçпỹрт Шăмăршăри Бараев урамĕнчи 1800 метр тăршшĕ çула юсанă. Çаплах Пуянкасси, Анат Чаткас тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенчи çулсене (пĕтĕмĕшле 1,8 километр) хăтлăха кĕртнĕ.

Районта коммуналлă хытă каяшсемпе çỹп-çап пăрахмалли контейнерсен площадкисем вырнаçтарнă. 2019 çулта пуçару бюджечĕпе 9 ял тăрăхĕнче 9 миллион та 82 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсен укçи-тенки шучĕпе тата хушма 29 контейнер площадки туса лартнă. Ял тăрăхĕсем валли 314 евроконтейнер 3 млн 536 пин тенкĕлĕх туяннă.

2019 çулта 2244 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, çакă палăртнин 68 проценчĕпе танлашать. "Жилье и городская среда" наци проектне пурнăçланă тапхăрта 6 çемье "Устойчивое развитие сельских территорий" программăпа 5 миллион та 796 пин тенкĕ чухлĕ субсиди илнĕ. "Оказание государственной поддержки граждан в обеспечении жильем" программăпа 5 çемьене 2 миллион та 356 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне 10 тăлăха пурăнмалли пỹлĕмсемпе тивĕçтересси валли 9,24 ытла млн тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли 2014-2049 çулсенчи программăпа 2019 çулта электрообрудовани монтажне 700 пин тенкĕлĕх тунă тата çавăн пекех Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 32-мĕш çурта тĕпрен юсас ĕçе пурнăçлама 2 миллион та 100 пин тенкĕлĕх тăкакланă. Çавна май 33 çыннăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 2020 çулта Космовский урамĕнчи 11-мĕш тата 15-мĕш çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртса хунă. Çакна пурнăçлама 4 миллион та 200 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çапла майпа тата 34 çыннăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шутлаççĕ.

"Формирование современной городской среды" программăна тĕпе хурса Шăмăршăри общество территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Чиркỹ хыçĕнчи лапамри паркра çуран çỹремелли тротуарсем, урамри çутăсем, йывăç-тĕм, чечексем лартнă, вăйă комплексĕсем, тренажерсем, канса ларма саксем вырнаçтарнă. Асăннă проекта пурнăçлама 4,1 млн тенкĕ уйăрнă. Юлашки 3 çулта район территорийĕнче 28 ача-пăча площадкине йĕркеленĕ. Кăçал районти Культура керменĕ умĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртес ĕçе 3,2 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă.

2019 çулта ялти шкулсен пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатас тĕллевпе пĕлỹ паракан организацисенче юсав ĕçĕсем тунă. Кивĕ Чукалти шкулта спорт залне юсанă. Çак тĕллевсене пурнăçлама районти муниципалитет бюджетĕнчен 1004,36 пин тенкĕ уйăрнă. Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн фасадне 3821,7 пин тенкĕ чухлĕ тата Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул фасадне çĕнетме _ 4070,3 пин тенкĕ, шкулчченхи ушкăн валли шкул çуртне уйрăм кĕмелли вырăна хăтлăха кĕртме 600 пин тенкĕ расхутланă. Çавăн пекех районти муниципалитет бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе 5 учрежденири кивĕ йывăç чỹречесене пластик кантăксемпе улăштарнă _ 1973 пин ытла тенкĕ. Паянхи куна мĕнпур шкулти чỹречесен 10 процентне пластикпа улăштарнă.

2020 çулта çак ĕçсене тума палăртнă. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çакăн валли 15,8 млн тенкĕ уйăрнă (проект хакĕ _ 54 млн тенкĕ). Çак шкула уйрăм хутса ăшăтмалла тăвассине пăхса хунă.

Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнче 10526,3 пин (вырăнти бюджетран _ 526,3 пин тенкĕ) юсав ĕçĕсем пулĕç.

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам тата Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсама 2601,1 кирлĕ пулĕ. Паллах, ытти ĕçсем те пурнăçлансах пырĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹ, культура тата спорт тытăмĕсен аталанăвĕн шайне тĕплĕн тишкернĕ. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май, Владимир Денисов Чăваш Ен Правительствине, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе учрежденисен, ял хуçалăхĕсен ертỹçисене, бизнес представителĕсене тата районта пурăнакансене вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хастар хутшăннăшăн тав тунă.

"Меллĕ, пахалăхлă, хăтлă район туса хурасси чи малтанах ялта пурăнакансемшĕн, вырăнти хăй тытăмлăх ĕç-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать", _ палăртнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев. Кирилл Владимирович районта пурăнакансен аталану тата пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçре район ертỹлĕхне малалла та тăрăшса ĕçлеме ырă суннă.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru