Владимир Муравьев : «Вут ăшне вуншар хут кĕнĕ хăрамасăр»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-17 09:23:37 Версия для печати
Муравьев.JPG
1918 Çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче - шăпах 100 çул каялла - Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Вут-кăварпа кĕрешмелли патшалăх мерисене йĕркелесси çинчен» Декрета алă пуснă. Çак паллă кун умĕн пирĕн корреспондент пушар хуралĕн ветеранĕпе, шалти службăн отставкăри подполковникĕпе Владимир Муравьевпа тĕл пулса калаçнă.
- Владимир Дмитриевич, пирĕн вулакансене хăвăрпа кĕскен паллаштараймăр-ши?
- Хаваспах. Эпĕ 1950 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт паççулккинче çуралнă. Халĕ çак ял çĕр çинче çук ĕнтĕ, эпĕ ача чух çирĕм килĕллĕччĕ. Триер паççулккинчи пуçламăш шкулта (ку ял та пĕтнĕ) тăватă класс пĕтерсен Патăрьелĕнчи шкул-интернатра вĕрентĕм. Сакăр класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне кайса кĕтĕм, 1969 çулта алла диплом илтĕм.
- Эсир пушар хуралне вырнаçасси те вăрман ĕçĕпе çыхăннă-и?
- Тĕрĕссипе, эпĕ ача чухнех вут-кăварпа кĕрешекен хăюллă та паттăр çынсене çав тери хисеплеттĕм. 1958_1959 çулсенче ял çыннисем вербовкăпа Тюмень облаçне куçса кайма тытăнчĕç. Пĕррехинче, çуллахи шăрăх кун, алла витре тытса пусăран шыв ăсма кайрăм. Эпĕ ун чух саккăрта е тăххăрта кăна пулнă-ха. Куратăп: пире хирĕçле урамри çурт хыçĕнче ача-пăча хĕвĕшет. Вĕсемпе пĕрле çурт хуçисен тăваттăри-пиллĕкри арçын ачи те пур. Унăн ашшĕпе амăшĕ Шăмăршă больницине медосмотр тухма кайнине лайăх пĕлетĕп те, çавăнпа ачасем мĕн хăтланнине сăнама тытăнтăм. Хуллен кăна пахчана кĕтĕм те, йăпшăнса аслăк хыçне çитрĕм. Ачасем кантăр тунисен купи çумĕнчех кăвайт чĕртсе çăмарта пĕçереççĕ иккен! Васкаса пырса кăвайта таптаса сỹнтертĕм, ачасен шăрпăк курупкине те туртса илтĕм. Эпĕ асăрхаман пулсан кил-çурчĕ йăлтах çунса кĕлленетчĕ вĕт! Пĕр çурт çеç мар, пĕтĕм ялĕпех çунса кайма пултарнă. Çанталăк типĕ те шăрăх тăратчĕ, çитĕннисем ялта çукчĕ: хăшĕ Шăмăрша медкомисие кайнă, теприсем колхозра ĕçлеççĕ. Пушар сỹнтермелли пĕртен-пĕр хатĕр те лаша лавĕ çине вырнаçтарнă иккĕн уçламалли насусчĕ.
Тепĕр тĕслĕхе те аса илем. 1967 çулта - Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне - çур çĕр иртсен пĕр сехетре хам çỹрекен хĕрпе тĕл пулнă хыççăн общежитие таврăнтăм. Йывăçран тунă икĕ хутлă çуртра пурăнатчĕç студентсем. Пурте вилнĕ пек çывăраççĕ. Кĕтĕм те общежитие, пусма айĕнчи кладовкăра çутă асăрхарăм. Тимлĕрех пăхрăм та, алăк çинче çăра çакăнса тăрать. Хăма хушăкĕнчен пăхрăм: кладовкăра вут-çулăм явăнать, темскер ялкăшсах çунать. Эпĕ пĕр тăхтаса тăмасăр коменданта вăратрăм. Комендант витрепе шыв илчĕ те кладовка еннелле васкарăмăр. Алăка уçсанах пушар тухнине куртăмăр. Комендантран витресем илсе урамри шыв упранакан вырăнтан чупсах шыв йăтрăм. Çапла вара иксĕмĕр тăрăшнипе вут-кăвара сỹнтерме пултартăмăр.
- Володя, эсĕ чăн-чăн герой! - мухтарĕ мана комендант. - Эсĕ асăрхаман пулсан çынсем те çунса вилме пултаратчĕç.
1969 çулта техникум пĕтертĕм те, салтака кайма повестка пачĕç. Çар комиссариатĕнче медкомисси тухсан мана Тинĕсçар флотне кайма сĕнчĕç. Эпĕ ун чух хĕрпе çывăх туслашнăччĕ, виçĕ çул хушшинче ăна яланлăхах çухатасран шикленсе флота кайма килĕшмерĕм. Вара çар комиссарĕ ятарлă командăна службăна яни çинчен пĕлтерчĕ, мĕнле команда вăл - ăнлантармарĕ. Çапла çар чаçĕсенчи пушар сỹнтерекен команда валли отделени командирĕсем хатĕрлекен сержант шкулне çаклантăм. Çур çул вĕренсен сержант пакунĕпе Калинин облаçĕнчи пĕр чаçре службăна ирттертĕм.
Хамăр чаçре пушар пулмасан та, кăнтăрла-çĕрле яланах сыхă тăнă. Çывăхри хулара пысăкрах пушар тухсан та çар пушарнăйĕсем вут-кăвара сỹнтерме хутшăннă. Салтаксене халăх хисепленĕ, эпир хăюллă та вăр-вар пулнинчен пурте тĕлĕнетчĕç.
Çартан таврăнсан Ульяновск хулине килсе Чукун çул районĕнчи пушар чаçне отделени командирĕ пулма ĕçе вырнаçрăм. Вăхăтлăха кăна тесе шутланăскер, тивĕçлĕ канăва кайичченех пушар хуралĕнче вăй хутăм. Шалти ĕçсен министерствин аслă инженери пушарпа техника шкулне (халĕ - академи) пĕтертĕм. Тăван çĕршыв мана «За выслугу лет» медалĕн виçĕ степенĕпе те наградăларĕ. Манăн «Ĕç ветеранĕ» тата Чуйков маршал медалĕсем те пур. Хисеп грамотисем - темиçе теçетке.
- Владимир Дмитриевич, пушар сỹнтерекенĕн профессийĕ хăрушă-и?
- Çакна çеç калатăп: вут-çулăм ăшне пĕр хăрамасăр чăн-чăн арçынсем çеç кĕме пултараççĕ. Çынсене вилĕмрен çăлса хăварма пултарни - пирĕншĕн пысăк телей. Миллионшар тенкĕлĕх пурлăха та упраса хăварнă.
Тĕрлĕ пушарсене сỹнтерме тивнĕ, нихăçан та хăраса тăман. Пенсие тухиччен Ульяновскри Авиакомплекса пушартан сыхлакан отрядра ĕçлерĕм. Заводра тата промзонăра, вĕçевпе сăнав комплексĕнче (аэродромра) пысăк пушар тухма паман.
Çапла пушар хуралĕнче 30 çул ытла вăй хутăм. Пурнăçа çак службăпа çыхăнтарнишĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп.
Пушар хуралĕн ветеранĕсене тата хальхи вăхăтра вут-кăвар тухасран сыхă тăракан паттăр çынсене хамăрăн служба 100 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Пушарсем ан тухчăр тесен, çынсен яланах асăрхануллă пулмалла, вутăн чĕлхи вăрăм пулнине, хăрушă инкек куççульпе çеç мар, чылай чухне вилĕмпе вĕçленнине хуть те хăçан та асра тытмалла.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru