"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Çулран-çул ял тăрăхĕсем çĕнелеççĕ, тăван район çĕкленет. Çакă чун-чĕрене савăнтарать, çĕнĕ ĕçсем тума хавхалантарать. Мĕн тунине упрама, мĕн пуррипе мухтанма хистет.
Иртнĕ çул ялсенче ача-пăча площадкисене тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Шăпăрлансем хăйсен канăвне ятарлă площадкăра хаваслăн выляса ирттерччĕр тесе тăрăшрĕç. Вĕсенче вылякан ачасен хаваслă сасси-кулли таçта çитиех саланать. Спорт сооруженийĕсем вырнаçтарнă площадкăсем те хăйсен вырăнĕсене тупма пуçларĕç. Вĕсенче хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес шутлă çынсен йышĕ пĕчĕк мар. Çемьепех канма килекенсем те пур. Уçă сывлăшра сывлăха тĕреклетнинчен ырăраххи те усăллăраххи урăх нимех те пулма пултараймасть.
Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнчи парка В.Н.Никифоров генерал-майор ятне панине çирĕплетсе мемориал хăмине çирĕплетнĕ. Районта пурăнакансем кунта тĕрлĕ асăну палăкĕсем вырнаçнине пĕлеççех ĕнтĕ. Çак паркрах Тăван çĕршывăн Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă Раççей çар чаçĕсен 15 панорами вырăн йышăнмалла.
Çак чаплă мероприятие уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, унăн çумĕ Александр Чамеев хутшăннă, Владимир Никифоровăн ывăлĕ Вячеслав Васильевич килсе çитнĕ. Çавăн пекех Германире тăнă совет çарĕсен ушкăнĕн, ветерансен Канашĕн, Томскри çыхăну çар училищин представителĕсем, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти çамрăк армеецсем тата Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн кадечĕсем те пулнă.
"В.Н.Никифоров ячĕллĕ парка килсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ытти вăрçăсенче юн тăкнă ентешĕмĕрсем çинчен каласа паракан чĕрĕ палăк вырăнĕ пулĕ, _ пĕлтернĕ Владимир Денисов. _ Кунта çулталăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче килсе çỹрекенсен йышĕ пысăк пуласса шанатпăр. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе мероприятисем ирттерĕпĕр. Хамăрăн паттăр ентешĕмĕрсем умĕнче пуçăмăрсене тайăпăр".
А.НИКОЛАЕВ.
Кăларăма Александр Михайлов хатĕрленĕ.