Пултарулăхĕпе çынсене савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-28 09:20:03 Версия для печати
Старочук Пилеш.JPG
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КИВĔ ЧУКАЛ ялĕ районта хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Унта пурăнакансем йышпа пухăнса юрлама-ташлама юратаççĕ, сцена çинчи пултарулăхĕпе питĕ ăста. Сăмахран, çулсерен Сăпасра йĕркелекен ял уявĕ çак тăрăхра тахçантанпах йăлана кĕнĕ. Çакă пуçлăхсен хушăвĕпе мар, ял çыннисен çĕкленỹллĕ кăмăлĕпе асра юлмалла иртет, ватти-вĕттин кăмăл-туйăмне çĕклет.

Районта пуçласа ял гербĕ, эмблеми тата ялавĕ те çакăнтах кун çути курнă. Каллех ял çыннисен пуçарăвĕпе. Ял тăрăхĕсен художество пултарулăх смотр-отчетне кивчукалсем пек хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, пысăк активлăхпа тата тĕрлĕ енлĕ пуян программăпа хатĕрленекенсем те сахал пуль. 15-20 çул каялла шкулсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла КВН вăййине хутшăннă тапхăрта тата районта кам лидерччĕ? Кунта та Кивĕ Чукалти тĕп шкулта вĕренекенсемехчĕ. Шỹт-кулă урлă сцена ăсталăхĕпе, тавçăрулăхĕпе Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсемпе финалта тупăшатчĕç. Халĕ те пĕтмест-ха, иксĕлмест ял хавалĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш автономи облаçĕн юбилейне халалланă "100 çул марафонĕнче" "Пилеш" фольклор ансамблĕн янăравлă юррисем районти Культура керменĕнче кашни çынна çупăрларĕç, тыткăнларĕç, чăвашлăхпа мăнаçлантарчĕç (ертỹçи Н.Захарова). Пурте чарăнса тăрсах итлеççĕ, алă çупса хавхалантараççĕ.

_ Эпир иртнĕ эрнере ялти клубра темиçе мероприяти ирттерме ĕлкĕртĕмĕр: художество коллективĕсен смотр-отчечĕ, Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ, Çăварни... Пĕр кун та кичемленсе пурăнмастпăр, _ кăмăллăн каласа парать Владимир Малеев. _ Çăварнин пĕрремĕш кунĕнче Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕн фольклор ушкăнне кĕтсе илтĕмĕр, вĕсен чаплă концертне курса килентĕмĕр.

_ Анлă программăллă концерт кăнтăрла пуçланчĕ пулсан, икĕ ял халăхĕ Çăварни уявне мĕн тĕттĕмччен уявларĕ. Культура çуртне шăнăçайми халăх пуçтарăннăччĕ.

Суйкăн ялĕн юрă-ташă ăстисемпе тахçантанпах туслă кивчукалсем. Тăтăш пĕр-пĕрин патне концертпа çỹреççĕ. Ялĕ те, тỹррем кайсан, инçех те мар _ 14-15 çухрăм çеç. Патăрьел урлă каяс пулсан вара километрсем аванах хушăнаççĕ _ 120 таранах. Çапах та çак хушă никама та хăратаймасть. Хальхинче те ав суйкăнсем хĕл кунне пăхмасăр вăрман урлă тракторпа кĕрлеттерсе çитнĕ. Кивчукалсем те кашни çулах унта çитсе килме май тупаççĕ. Транспорт расхутне саплаштарма, хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе-ăсатма спонсорсем тупăнсах тăраççĕ. Хальхинче те П.Ильдяков, Н.Иванов, В.Тридворнова, В.Микушин, М.Карзанова, В.Мандрюков, В.Малеев пулăшнипе сĕтел çи апат-çимĕçпе авăнса тăнă, кăпăшка пĕлĕм-икерчĕ, кукăль-пỹремеч, хашлама пăсланса тăнă.

Пурин кăмăлне те çĕклентерекенĕ, паллах, туслăх туйăмĕ, тăван халăх юрри-кĕвви. Вырăс районĕнче пурăнакан Суйкăн çыннисем ахальтен Кивĕ Чукалпа туслашмаççĕ пуль. Кунта кашниех юрра-ташша ăста. Кăмăлĕсем те уçă.

Çапах та концерт пурин кăмăлне те каймалла пулса тухтăр тесен сахал мар тăрăшмалла. Ялти Культура çуртĕнче кашни кун репетици иртет. Надежда Витальевна аллине пĕр баян, пĕр гитара тытать. Балалайка, тăмра (домра) та ют мар чăннипех пултаруллă аккомпаниатора. Унăн должноçĕ çапла курăнать ĕç кĕнеки çинче. Çур ставка. Апла пулсан та сехет çине пăхса ĕçлемест вăл. Акă 35 çул ĕнтĕ, Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнăранпах, баянне алăран ямасть: çепĕç кĕвĕсем калать, хăй те илемлĕ сасăпа дуэтпа та, ансамбльпе те юрлать. Кашни юрра 2-3 сасăпа юрлама вĕрентет Надежда Витальевна. Хăш чухне 4 сасăпа та янăраттараççĕ чăваш-вырăс халăх юррисене. Пĕччен, дуэтпа, ушкăнпа, хорпа юрламалли репертуар суйласа илме çăмăл мар. Кунта ăна тăван аппăшĕ Ирина Малеева, шкулти музыка учителĕ Татьяна Малеева тата "Пилеш" ушкăна çỹрекенсем пулăшаççĕ.

Концерт пайĕ _ пĕтĕмпех Н.Захарова çинче. Укçа-тенкĕпе пулăшу парассине ялти фермерсем, предпринимательсем, ырă кăмăллă хастарсем йĕркелесе тăраççĕ. Пурнăç иккĕ килмест. Пурăнар-ха эппин çакă çĕр çинче туслăхпа, савăнăçпа! Акă ыран мар тепĕр кун Кивĕ Чукал артисчĕсен тепĕр уяв _ ял тăрăхĕнче Хĕле ăсатаççĕ. Тепĕр эрнере вĕсене Шăмăршăра Вырăс хĕлĕпе сыв пуллашма кĕтеççĕ. Хăйсене те интереслĕ пултăр, куракансем те ырă йăла-йĕркене астуса юлччăр, малалла çамрăксене вĕренччĕр. Ун хыççăн вара йыхравпа Суйкăна çул тытĕç, унти куракансене хăйсен ăсталăхĕпе хĕмлентерĕç. Иксĕлми пултарулăх, тараватлăх, ырă кăмăл пурин валли те çитĕ!

Г.ИВАНОВА.

Кăларăма Галина Иванова хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru