Сĕнỹсенче - çĕршыв пĕрлĕхĕ, çирĕплĕхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-21 10:43:47 Версия для печати
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне _ Конституцине тỹрлетỹсем кĕртме сĕнỹсем хатĕрлекен ĕç ушкăнĕпе тĕл пулнă.

Тĕл пулура çынсенчен килнĕ сĕнỹсем 500-тен те иртнине пĕлтернĕ. Конституцие кĕртсе çирĕплетме ыйтакан сĕнỹсем тĕрлĕ енлĕ. Вĕсен шутĕнче çемье хаклăхĕсемпе, Раççей территорине уйăрса памалла маррипе, граждансен даннăйĕсене хỹтĕлессипе, çамрăксен юхăмĕ-семпе тата ыттипе те çыхăннисем пур.

Путин хăйĕн сăмахĕнче хăй президентра чухне Раççейре "атте" тата "анне" ăнлавсем пĕтмессе, Раççейре "1-мĕш ашшĕ-амăшĕ" тата "иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ" ăнлавсем пулмасса шантарса сăмах панă (кун пек ăнлавсем хăш-пĕр çĕршывра пур). Çемье çавăрни вăл арçынпа хĕрарăмăн пĕрлешĕвĕ пулнине çирĕплетсе хумаллине каланă.

Ку шухăша тăсса ĕç ушкăнĕнчи О. Баталина çынсен сĕнĕвĕсенче те çемье тĕп хаклăх пулни çирĕп палăрнине пĕлтернĕ. Çĕршыв гражданĕсем çак хаклăхпа çыхăннă сĕнỹсене Конституцире çирĕппĕн палăртма сĕннине каланă.

Ĕç ушкăнĕнчи В. Машков, сăмахран, Раççей территорине салатса ямалла маррине те Конституцире çирĕплетни вырăнлă пулмаллине палăртнă. Хăй пĕлтĕр ĕçлĕ çул çỹревпе Калининградран пуçласа Владивосток таранах пулнă май, ку тĕлĕшпе хăш-пĕр регионта, уйрăмах чикĕсенче вырнаçнă регионсенче, çынсем Раççей пĕрлĕхĕшĕн пăшăрханнине курнă. Çавăн пирки вăл ĕç ушкăнĕн канашлăвĕнче пĕлтернĕ. Ют çĕршывсен прессинчи шухăшсене илсе кăтартнă. Çавна май çĕршывăн территори пĕрлĕхне сыхлассине Конституципе çирĕплетсе хуни кирлине каланă.

Палăртмалла, çак тата ытти сĕнỹсене канашлура Владимир Путин ырласа йышăннă.

"Конституци _ Тĕп саккун. Çак саккунра, тен, пĕтĕмпех çырса çирĕплетме май çук, анчах та эсир çĕкленĕ ыйтусене çак Саккунра тĕп-тĕрĕс палăртасси _ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен, пĕтĕмĕшле илсен, çакă çĕршыва пĕрлештерсе тăраканни пулать те", _ тенĕ В. Путин.

Аса илтеретпĕр, маларах иртнĕ çакăн пек тĕл пулура Владимир Путин Раççей Конституцине тỹрлетỹсем кĕртессипе халăх сасăлавне ирттернĕ куна канмалли кун тăвассине пĕлтернĕччĕ.

А.ИВАНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru