Пĕрле тунă ĕç - курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-21 10:34:37 Версия для печати
Пĕр ĕçе те пĕччен пуçăнса вĕçне çитерме çук. Çавăнпа та "ниме" тенине пирĕн манмалла мар. Йышпа тунă ĕç курăмлăрах та пахалăхлăрах пулса тăрать. Çакна тĕпе хурса ял тăрăхĕнче тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама пурин те хутшăнсан тем пекех лайăх пулмалла.

Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче пулнă пухура пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе тата кăçал мĕн тума палăртнипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Нина Кувайская паллаштарнă. 2019 çулта пуçару бюджечĕпе кунта 2 проекта ĕçе кĕртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăка юсанă, стадион территорине тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Çакна пурнăçлама пĕтĕмĕшле 572,94 пин тенкĕ тăкакланă. Хытă йышши каяшсемпе çỹп-çап тăкмалли контейнерсене вырнаçтармалли площадкăсене тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ку ĕç валли 94,93 пин тенкĕ кайнă.

Кивĕ Чукалти Совет урамĕн çулне юсаса тикĕслеме _ 483,84 пин тенкĕ, Ленин, Комсомольски, Пионер урамĕсене якатма _ 44 пин тенкĕ расхутланă. Партизан урамĕнчи кĕпере юсанă çĕре 99,18 пин тенкĕ янă. Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе Комсомольскипе Сосновка урамĕсене çыхăнтаракан кĕпере юсани, Вячеслав Мишкин масар çинчи хурал пỹртĕнче кăмака купаланине те ырă пуçарусен шутне кĕртмелле. Ырă ĕç пурнăçлакансене чĕререн тав тумалли çеç юлать.

Мĕн тунипе кăна çырлахса пурăнни çителĕксĕр. Кашни кунах пĕр пăта çапмасан хуçалăх тусать мар-и? Çавăнпа та Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче те кăçал тумалли плана малтанах туса хатĕрленĕ. Кивĕ Чукалти масара тирпейлеме, хỹме-картана çĕнетме 983,3 пин тенкĕ пăхса хунă. Шамкай ялĕнчи çула тикĕслесе якатма 299,7 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Çавăн пекех Комсомольски урамĕнчи юсав ĕçĕсене вĕçлемелле, спорт площадкине вырнаçтармалла, ФАП тата клуб таврашĕсене тирпейлесе хăтлăх кĕртмелле.

Н.Кувайская тунă доклад хыççăн пухăва чĕннĕ хăнасем сăмах илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев, район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Ольга Миронова, пушар надзорĕн районти ертỹçи Александр Кляжев, полици ĕçченĕ, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн участковăйĕ Сергей Силюков, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен полици ĕçченĕ Наталия Мазякова, Россельхозбанкăн районти уйрăмĕн ертỹçи Галия Идрисова, Раççей Пенси фончĕн районти клиент службин ертỹçи Дмитрий Федоськин çынсене тỹрремĕнех пырса тивекен ыйтусем тавра калаçнă, çынсен ыйтăвĕ-сем çине хуравланă.

Пухăва пĕтĕмлетсе Александр Чамеев кăçалхи паллă уявсене _ Аслă Çĕнтерỹ кунне тата Чăваш автономи тунăранпа 100 çул çитнине _ чаплăн кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленмеллине палăртнă. Пушар машинине юсавра тытса тăмаллине, налук пухассипе тĕплĕн-рех ĕçлемеллине, çĕр лаптăкĕсене арендăна парас ĕçе вĕçлемеллине палăртса хăварнă.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru