Афганистан паттăрĕсен ячĕпе - митинг

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-18 10:28:17 Версия для печати
СОВЕТ çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул çитнĕ ятпа Шăмăршăра интернационалист-воинсен митингĕ иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов уçрĕ. Пирĕн районтан Афган вăрçине 156 çын хутшăннă, вĕсенчен иккĕшĕ ĕмĕрлĕхех унта куçне хупнă. Хальхи вăхăтра районта 69 афганец пурăнать, вĕсем çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре витĕм кỹреççĕ. Митинга пухăннисем Афганистанри хĕç-пăшаллă лару-тăрура паттăрла вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пĕр минут шăплăхра тăчĕç.

Малалла мероприятие районти Культура керменĕнче художество пултарулăх коллективĕсем йĕркеленĕ чаплă концерт тăсрĕ.

Г.ЕЛЬЦОВ, воин-интернационалистсен районти пĕрлешĕвĕн ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru