2019 Çулхи ĕçсене пĕтĕмлетекен Палтиел ял тăрăхĕнчи пуху ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов доклачĕпе пуçланнă. Пĕлтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн бюджетне 8805 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Ял тăрăхĕнче иртнĕ çул курăмлă ĕçсем те сахал мар туса ирттернĕ. Палтиел ялĕнчи Уруков тата Спорт урамĕсенче çĕнĕ çул сарнă. Унăн тăршшĕ _ 1280 метр. Çавăн пекех шкулăн фасадне те юсаса çĕнетнĕ. Çакăн валли 4162 пин тенкĕ тăкакланă.
Ялсен сăн-сăпатне çĕнетес, илем кỹрес тĕлĕшпе те ырă ĕçсем туса ирттернĕ. Палтиел ялĕнчи тутарсен масарĕсен картине çĕнĕрен тытса çаврăннă, кун валли 3811,3 пин тенкĕ расхутланă. Контейнерсем лартмалли площадкăсене те вăхăтра туса пĕтернĕ. Ку ĕçсене пуçару бюджетне тĕпе хурса пурнăçланă.
Кăçал мĕнлерех ĕçсем пурнăçламаллине палăртса хунă. Пуçару бюджетне тĕпе хурса 5 проекта конкурса тăратнă. Ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялти чăваш тата Патирекри тутар масарĕсен картисене çĕнетме пăхса хунă. Ял тăрăхне хăтлăх кĕртесси пирки те шутланă. Ку енĕпе Палтиелĕнчи шкул территоринче пысăк ĕçсем пулса иртмелле. Виçĕ шыв башнине улăштармалла. Палтиелĕнчи шкулăн чỹречисене европакетсем лартса çĕнетмелле. Ялсенче çынсене туслаштарас тĕлĕшпе, сывлăхпа пурăнччăр тесе спорт площадкисем те ăсталамалла.
Палтиел ял тăрăхĕнче 22 уйрăм предприниматель, вĕсен шутĕнче 4-шĕ _ хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Вĕсем суту-илỹпе, ял хуçалăх ĕçĕпе аппаланаççĕ. 2019 çулта ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем 4444 тонна _ тĕш тырă, 896 тонна хĕвелçаврăнăш пуçтарса кĕртнĕ. Вĕсем 85,57 тонна аш-какай хатĕрленĕ, 17,8 тонна сĕт сунă, 4,66 пин çăмарта илнĕ.
Ял тăрăхĕнчи пур хуçалăхсене илсен, вĕсем пурĕ 416,9 тонна аш-какай, 2590,77 тонна сĕт, 634,59 пин штук çăмарта илнĕ. Ял çыннисемпе хресчен (фермер) хуçалăсенче 1685 пуç мăйракаллă шулта выльăх, 583 сăвăнакан ĕне, 170 сысна, 546 сурăх, 57 лаша, 4883 чăх-чĕп тытаççĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан çынсене тав тунă. Вĕсем малашне те хăйсен ырă пуçарăвĕпе, палăрмалла ĕçĕсемпе савăнтарасса шаннă.
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, "Социаллă пулăшу мерисене паракан центр" Чăваш Республикинчи хысна учрежденийĕн районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ертỹçи Надежда Федорова, 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Александр Фомин, Раççей Пенси фончĕн районти клиент службин ертỹçи Дмитрий Федоськин, районти полици уйрăмĕн ĕçченĕ, Палтиел ял тăрăхĕн участковăйĕ Анатолий Герасимов, Россельхозбанкăн районти уйрăмĕн ертỹçи Галия Идрисова хутшăннă.
А.НИКОЛАЕВ.