Сталинград çапăçăвне халалласа _ ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-18 10:22:29 Версия для печати
hd_img_0694.jpg
ИРТНĔ шăматкун Карапай Шăмăршăра йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна Сталинградра фашистсене аркатнăранпа 76 çул çитнине халалласа тата спорт ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ _ И.Сабаев ячĕпе йĕркеленĕ.

Ăмăртăва уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев, шкул директорĕ Ю.Ермолаев тата И.Сабаев йĕлтĕрçĕсене саламланă, ăмăртура çитĕнỹсем суннă.

Чи кĕçĕн спортсменсем хушшинче хĕр ачасенчен С.Мамонтова, Е.Петькова (Карапай Шăмăршă), О.Синелева (Анат Чаткас), арçын ачасенчен _ К.Козлов, Е.Муллин (Анат Чаткас), Д.Михайлов (Карапай Шăмăршă) палăрнă.

2006-2007 çулсенче çуралнисенчен Д.Удина (Шăмăршă), В.Юнкеров (Анат Чаткас) _ çĕнтерỹçĕ, К.Савельева (Карапай Шăмăршă), О.Самсонова, М.Синелев (Анат Чаткас), Д.Угарин (Шăмăршă) _ призерсем.

2004-2005 çулхи йĕлтĕрçĕсенчен финиша чи малтан К.Степанова (Карапай Шăмăршă) тата М.Абсалямов (Шăмăршă) чупса çитрĕç. Призерсем: К.Степанов, А.Краснова, М.Федоров (Анат Чаткас), А.Шарапова (Шăмăршă).

Аслă классенче вĕренекен хĕрсенчен Т.Елисеевана (Карапай Шăмăршă) çитекен пулман. Ун хыççăн ăмăртăва О.Андреева (Карапай Шăмăршă) тата Шăмăршăри Е.Мердеева вĕçленĕ. Йĕкĕтсенчен чи хăвăрт чупакан _ Е.Михайлов (Карапай Шăмăршă). Ун хыççăн С.Волков (Елчĕк районĕ) тата А.Богатнов (Палтиел) вирхĕнсе çитнĕ.

18 çултан аслăрах каччăсем чупăва çапла вĕçленĕ: Д.Ермолаев _ çĕнтерỹçĕ, Д.Филипповпа В.Лаврентьев _ призерсем. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсем пурте _ Карапай Шăмăршăран.

35 çултан аслăраххисен хушшинче В.Дмитриев тата С.Елов (иккĕшĕ те Шăмăршăран) палăрнă. Çĕнтерỹçĕ-семпе призерсене кубокпа, грамотăпа тата медальпе наградăланă.

В.АНТОНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru