Павловсем уй-хиршĕн тунсăхлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-17 09:07:59 Версия для печати
павлов.jpg
ВĔСЕМ иккĕшĕ те - фермер. Иккĕшĕ те пĕр ялтан - Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Турхан Упирен. Шăмăршă районĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ те, çултан çул аталантарса пыраççĕ.
Çак кунсенче эпĕ Василийпе Олег Павловсемпе тĕл пулса калаçрăм.
- Хĕл хута çывăрса йăлăхрăм, чĕре уй-хиршĕн тунсăхлать, - йăл! кулса калаçрĕ Василий Николаевич. - Çур акине тỹсеймесĕр кĕтетĕп.
Василий Павлов Хĕрлĕ Васан паççулкки çывăхĕнчи 520 гектар çĕрпе усă курать. Пĕлтĕр пысăк тухăç çитĕнтерсе районĕпех палăрнăччĕ. Фермер кĕркунне акса хăварнă 90 гектар кĕрхи тулă лайăх хĕл каçни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Паян-ыран калчасене минерал удобренийĕпе апатлантарма тухасшăн.
Кăçал 150 гектар çурхи тулă, 150 гектар урпа, 100 гектар сĕлĕ, 20 гектар пăрçа акасшăн. Вăрлăхсем çителĕклĕ, пахалăхĕ лайăх. «Ульяновская» сортлă элита тулă вăрлăхĕ те туя ннă.
Çур акине ирттерме минерал удобренийĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Тĕрлĕ маркăллă (иккĕшĕ - гусеницăллă) 4 трактор та юсавлă. Кăкарса ĕçлемелли техника та акана тухма хатĕр.
Кĕркунне мĕнпур лаптăка сухаласа хăварни те, 100 гектар ытла çĕр çине çĕрнĕ тислĕк кăларни те фермер пысăк тухăçшăн тăрăшнине çирĕплетет.
Олег Павлов фермерăн çĕр лаптăкĕ пĕчĕкрех - 230 гектар. 30 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă, калчасем юр айĕнчен аван тухнă. Фермер çак кунсенче кĕр тыррисене минерал удобренийĕпе апатлантарасшăн. Хăйĕн ăсĕпе тата ăста аллисемпе удобрени сапакан агрегат хатĕрленĕ. Олег Павловăн опычĕпе районти ытти фермерсем те усă курма пултараççĕ.
5 тонна солярка, 10 тонна минерал удобренийĕ хатĕрленĕ. Фермер 70 гектар çурхи тулăпа 80 гектар урпа акма палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май, пĕр çул ỹсекен курăксем те акать.
Виçĕ трактор та юсавлă. Кĕркунне пур лаптăка та гусеницăллă тракторсемпе тарăн сухаланă.
Çакăн пек ĕмĕт-шухăшпа пурăнаççĕ Василийпе Олег Павловсем. Иккĕшĕ те - вăйпитти арçынсем, тăван çĕр çинче çирĕп тăраççĕ. Шăпах вĕсем пек хастар çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ паянхи ял хуçалăхĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru