Телейлĕ мăшăра _ телейлĕ ватлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-14 10:37:46 Версия для печати
Степанов Г.Н.jpg
КĂÇАЛ Карапай Шăмăршăра пурăнакан Геннадий Александровичпа Лидия Сергеевна Степановсем пĕр çемьере пурăнма пуçлани 56 çул çитрĕ. Çамрăк чухнехи çулсем вара халĕ те асра.

Пĕр ялти кỹршĕ хĕрĕпе туслă пулнă Геннадий. Савнă тусне çара кайнă чухне алла çыхмалли сехет парнелесе хăварать. Хĕрĕ ăна инçе çула хỹхĕм тутăрпа ăсатса ярать, парнине службăран таврăничченех упрама ыйтса каччăн хулпуççийĕ çине хурать. Куç шăрçи пек 3 çул хушши (1959-1962 ç.ç.) упранă юратнă хĕрĕн парнине Тинĕс-çар флочĕн матросĕ Г.Степанов, ăна каялла килне илсе таврăннă. Савнă хĕрĕн парни Лăпкă океанра ирттернĕ службăра каччăн чĕрине сахал мар ăшăтнă...

1964 çулта икĕ çамрăк чĕре пĕр çемьене чăмăртаннă.

Геннадий Александровичăн ачалăхĕ вара çăмăл килмен. Вăрçă умĕн, 1940 çулта çуралнăскер, ашшĕ чĕрки çинче выляса-кулса курайман вăл _ Александр Леонтьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда фашистсенчен ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăннă. Ашшĕ вăрçăран аманса таврăннă хыççăн та килти ĕçсем ачасем çине тиеннĕ: уроксем хыççăн алăпа вутă татса-вакланă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, çуллахи вăхăтра пĕчĕклех лаша кỹлсе колхозра тăрăшнă _ пур ĕçре те амăшне пулăшнă. Мĕнле ĕç кăна пурнăçламан-ши вăл лашапа колхозра: тырă кĕлтисем турттарнă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, улма йăранĕсем çырнă...

Лаша патне пĕчĕкрен чунĕ туртнă Генăн. Ачалăхĕнче колхозăн лаша витинчен тухма та пĕлмен темелле: çĕрле шăварма та çỹренĕ, аслисене лашасем пăхма пулăшнă (ашшĕ аслă конюх пулнă). Хĕлле лашапа ашшĕпе пĕрле пĕрмаях вăрмана çỹренĕ _ пăчкăпа алă вĕççĕн туртса йывăç касса хатĕрленĕ, ăна ашшĕ Патăрьел пасарне кайса сутнă. Укçаран йывăр вăхăтра çакă çемьешĕн теме тăнă. Юланутпа Акатуйра ăмăртни е Çăварнире катаччи чупни те нихăçан та манăçмасть паллах.

Малаллине хаçатăн 11-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru