Чун ăшшине пурне те çитерет

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-14 10:25:27 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЭПИР, мирлĕ пурнăçра çуралса ỹснисем, вăрçă çулĕсене кĕнеке е кинофильмсем тăрăх кăна пĕлетпĕр. Вăрçă ветеранĕсем те çукпа пĕрех ĕнтĕ. Анчах та тыл ветеранĕсем çак калама çук йывăр тапхăра лайăх ас тăваççĕ. Арçынсем _ фронтра, ватăсемпе çул çитмен çамрăксем _ кунĕн-çĕрĕн уй-хирте. Выçăллă-тутăллă ял çыннисем пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă.

_ Çурлапа тырă вырма тухсан кăвайт чĕртсе хирти тырра патнус çине хурса ăшаласа çирĕмĕр, _ аса илет 89 çулхи Мария Васильевна Эсливанова. _ Выçă колхозниксемшĕн çакă чăн-чăн апат пулнă. Пахчара крахмал пуçтарса çỹрени халĕ те куç умĕнче. Анне унран пашалу пĕçеретчĕ.

Чылайранпа Шăмăршăра пурăнакан Марье аппа 1931 çулта Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче кун çути курнă. Йышлă çемьере чи кĕçĕнни, ватă ашшĕ-амăшне пулăшаканĕ пулнă вăл. Аппăшĕ ют яла качча кайса çемьеллĕ пулма та ĕлкĕрнĕ çак самант тĕлне. Аслине, Ваçили тетĕшне, 1942 çулта 18 тултаричченех çара илнĕ. Вăрçă чарăнсан та тăватă çул хушши Польшăра службăра тăнă вăл. Çапла вара тăван килне 7 çултан тин таврăннă. Иккĕмĕш тетĕшĕ те çитĕнсе çитсен ФЗУна (фабрикăпа завод училищине) вĕренме хулана çул тытнă. Çавăнпа Марье ачаранпах ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ пулса ỹснĕ. Ачаллах тулли михĕсене çурăмĕ çине вашт кăна çавăрса хурса кĕлете йăтнă. Утă çулнă чухне аллине мăлатук тытса бригада çыннисене çава туптаса панă.

Ялти шкулта 4 класс кăна пĕтернĕ Мария Васильевна. Кỹршĕ ялти шкула малалла вĕренме кайма шутламан. Килĕнче те ĕç нумай пулнă. Колхоз ĕçне те ир кỹлĕннĕ. _ Пĕр кун та ĕçрен юлман, бригадир ăçта хушнă, унта кайнă, _ асаилỹ çăмхине малалла сỹтет тыл ветеранĕ.

_ Пĕр пус укçасăр, ĕç кунĕ шучĕшĕн миçе çул ĕçленине те пĕлместĕп. Пĕррехинче, вырсарникун, Матака пасара кайнăччĕ. Атте çăпата хуçатчĕ _ ăна сутса кăшт укçа пултăр тенĕ пуль. Бригадир асăрханă иккен эпĕ çуккине: "Намăс та мар-и ĕçе каймасăр урам тăрăх утма?" _ терĕ тỹрех хирĕç пулсан.

_ Тата Атăл леш енче, Лаишевкăра, вăрман касни асра. Вăрăм пăчкăпа çỹллĕ йывăçсене касса тỹнтереттĕмĕр. Çăмăл касан тесе манпа ĕçлеме пурте килĕштеретчĕç. Килтен илсе кайнă апат-çимĕç _ çăкăр, улма, кĕрпе _ пĕтсен (унта пире çитерместчĕç) Атăл урлă йĕпе-сапара, çил-тăвăл витĕр кимĕпе каçса киле таврăннине те манаймастăп. Хамăртан çỹллĕ хумсем шавларĕç кимĕ йĕри-тавра... Шăнса чирленĕччĕ вара çакăн хыççăн.

1945 çулхи Çĕнтерỹ кунĕ _ чи асра юлнă савăнăçлă самант. Çак кун вĕсем хирте ĕçленĕ. "Çав тери хĕпĕртенипе ни савăнма, ни йĕме пĕлместпĕр, çĕнтерĕве кĕтсе ывăннă..." Майăн 9-мĕш кунĕ уншăн халĕ те чи пысăк праçник. Пур уявран та мала хурать ăна. Епле кĕтнĕ вĕсем çак куна! Мĕн тĕрлĕ нуша курман ăна çывхартассишĕн!

"Çĕнтерỹ ялавĕ çакрĕç

Берлин хули тăррине", _ такмаклаттăмăр вăййа тухсан та.

Пуринчен те ытларах сухăр юхтарнă çĕрте ĕçленĕ Мария Васильевна. Йывăр витресене Мари Республикинче те, Свердловск облаçĕнче те, 1970 çулта мăшăрĕпе Шăмăршăра тĕпленсен кунти химлесхозра та сахал мар йăтнă. Ĕçри тăрăшулăхĕшĕн тата плана яланах ирттерсе пурнăçланăшăн кашни çулах Хисеп грамотипе е Тав çырăвĕпе чысланă ăна.

Пĕр ял каччиех куç хывнă маттур хĕре, мăшăрĕ пулма ыйтнă. Килĕшỹллĕ çемьере виçĕ ывăл çитĕннĕ. Шел, мăшăрĕ чире пула 36 çултах çĕре кĕнĕ, пĕрне те туйра пил сăмахĕ каласа ĕлкĕреймен... Ĕçчен те хастар амăшĕ ывăлĕсене сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн вăй-халне шеллемен. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă, аслисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. Ывăлĕсем уроксем хыççăн вăрмана амăшне пулăшма чупнă, кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă. Чăннипех те лайăх воспитани илнĕ вĕсем амăшĕнчен _ кашниех ятарлă пĕлỹллĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи салтак тивĕçне пурнăçланă, çемье çавăрса Шăмăршăрах йăва çавăрнă, ача-пăчаллă. Тивĕçлĕ канури Мария Эсливанова ачисемпе кинĕсемшĕн тата мăнукĕсемшĕн _ чи хаклă та хисеплĕ çын. Ватлăхне кĕçĕн ывăлĕн çемйипе ирттерет. Лавккана çỹрет, район больницинче сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăрать. Марье аппа Ольга Полковникова участок врачне ырă кăмăлĕшĕн тав сăмахĕсем каласа пĕтереймест. "Шăмăршă хыпарĕ" тата "Кил-çурт - хушма хуçалăх" хаçатсем вара унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ _ çав кунах пĕр йĕрке сиктермесĕр вĕçне çитиех вуласа тухать. Чиркĕве тăтăш çỹрет.

Çулла Мария Васильевна шав ура çинче: пахчара тăрмашать, сурăхсем, хур-кăвакал астăвать, вăрман хĕррине çырлана та тухса кĕрет.

_ Манăн ачасем те, кинсем те _ питĕ лайăхскерсем. Нихăçан та пĕр-пĕрне сив сăмах каласа курман, яланах _ пĕрле, килĕшỹре. Хур пуссан та мана какай çиме чĕнеççĕ. Тепри хĕрĕсемпе те çапла пурăнаймасть. Çакăншăн хама телейлĕ туятăп, _ савăнăçне пытараймасть ĕç тата тыл ветеранĕ. _ Мăшăрăм пурнăçран ир уйрăлса кайни кăна кăмăла хуçать...

Кинĕсем те питĕ килĕштереççĕ хунямăшне, тăван амăшĕ вырăннех хураççĕ.

_ Пирĕн анне яланах тип-тирпейлĕ, пĕр самант ĕçсĕр тăраймасть. Пурне те ырă канашсем парса пулăшса тăрать. Çын çинчен нихăçан та япăх каламасть, никама та усал сунмасть, _ иккĕмĕш амăшне мухтаса пурин ячĕпе те калаçать аслă кинĕ. _ Пирĕн ачасем те яла килсен асламăшне кучченеç-парнесĕр хăвармаççĕ.

Сăмах май, 5 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук Марье аппан паянхи кун тĕлне. Вĕсемпе те кĕсье телефонĕпе калаçсах тăрать, вĕсен кулленхи ĕçĕсемпе интересленсе тăрать. Чĕререн тухакан ăшă сăмахсем, телейлĕ кун-çул пехиллесси, паллах, кашни курмассеренех.

Çапла, ырă кăмăл ырăпах таврăнать. Мария Васильевна хăйĕн çутă сăнарĕпе, çепĕç кăмăлĕпе редакцие хавхалану, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парса хăварчĕ. Тата нумай çул Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илме çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх пултăр сире, хисеплĕ тыл ветеранĕ. Текех пурнăç шар ан кỹтĕр.

Г.ИВАНОВА.

Кăларăма Галина Иванова хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru