Йытăшăн хуçи яваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-14 09:08:35 Версия для печати
Урамра хуçасăр йытăсем чупса çỹрени çине лăпкăн пăхса иртме çук _ çыннăн сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн хăрушлăх пур. Шкула утакан е урама выляма тухнă ача умне ик-виçĕ пысăк йытă тухса тăчĕ пулсан вара?

Чупса çỹрекен йытăсем хушшинче хуçасăррисем те, хуçисем сăнчăртан вĕçертсе янисем те пур. Апла пулсан яваплă çынсем пур темелле. Анчах йĕрке пур çĕрте те çук-ха.

Чăваш Республикин кашни муниципалитетĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем территорисенче килти чĕр чунсене тытса тăрасси пирки нормативпа право акчĕсем çирĕплетме тивĕç. Çак ĕç хучĕсене вĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ республикăри хуласемпе çынсем пурăнакан ытти вырăнсенче йытăсемпе кушаксене усрамалли тĕслĕх йĕркипе шайлаштарса хатĕрлеççĕ. Çав йĕркепе килĕшỹллĕн йытăсене урама сăмсалăхпа тата сăнчăрпа кăна илсе тухма юрать.

Хуçасăр чупса çỹрекен йытăсене ялсем таврашĕнче тытас ĕçе ку таранччен республикăри хăш-пĕр районсенче, сăмахран, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсемпе заявкăпа тухса, килĕшỹ-сем туса ĕçленĕ. Çапла майпа çынсене обществăлла вырăнсенче пулма пултаракан хăрушлăхран хăтарнă.

2018 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче 498 номерлĕ "Об ответственном обращении с животными и о внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации" федераци саккунне йышăнчĕç. Вăл 2019 çулта вăя (пайăн-пайăн) кĕме тытăнчĕ. Çак саккун чĕр чунсене сыхлассипе, çынсен кăмăл-сипетне, çынлăх принципĕсене çирĕплетессипе, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин тата вĕсене чĕр чунсемпе хутшăннă чухнехи правăпа, саккунлă интересĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă.

Çавна май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те ĕçе саккунпа килĕшỹллĕн йĕркелеме тивет: хуçасăр чупса çỹрекен йытăсене пеме, наркăмăшлантарма юрамасть. Хăрушлăх кăларса тăратакан йытăсене тытсан питомникра кăна усрама юрать.

Саккун килти чĕр чуна уçăлтарма илсе тухмалли йĕркене, пурте усă курмалли территорисенче чĕр чунсем хыççăн каяшне тасатассине çирĕплетет, килти чĕр чунсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йышăнăвĕпе ирĕк панă территорисен тулашĕнче уçăлтарса çỹретессине чикĕлет.

Раççейре уйрăм переченьпе çирĕплетнĕ уйрăмах хăрушă йытăсене кирек ăçта та сăмсалăхпа кăна илсе çỹрессине те палăртнă.

_ Саккунпа килĕшỹллĕн йытă хуçисен йытта вăхăтра регистрацилемелле: туяннă, усрама илнĕ хыççăн 7 кун хушшинче. Регистрациленĕ кунран шутласа вĕсем малашне йытă пурăннине çулталăкра пĕрре çирĕплетме тивĕç. Йытăсене çынсене тата çынсен пурлăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине шута илсе кăна уçăлтарма илсе тухма юрать, _ ăнлантарчĕç Шăмăршă район администрацийĕнче.

Çак саккуна пăхăнманни вара килти чĕр чунсен хуçисене административлă, уголовлă е ытти яваплăх патне илсе çитерет.

Ялти кашни çыннăн тенĕ пекех килти чĕр чун пур. Чылайăшĕ çыннăн чи çывăх юлташне, ăслă чĕр чуна _ йытă усрать. Ку хăйне хăй пулса пыракан хăнăхнă пулăм темелле. Апла пулин те ялта пурăнакансен те, йытă хуçисен, вĕсем хăйсен чĕр чунĕсемшĕн яваплă пулнине ăнланмалла. Вĕсене апат çитернипе пĕрлех контрольлесе тăмаллине те асра тытмалла. Çапла ытти çынсене хăрушлăхран, хăйсене вара саккунпа пăхнă яваплăхран хăтарма пулать. Унсăрăн, сăмахран, килти йытта урамра ирĕклĕ чуптарса çỹретнĕшĕн административлă штраф тỹлеме тивĕ _ 500 тенкĕрен пуçласа. Йытă çыннăн сывлăхне йывăр сиен кỹчĕ пулсан вара уголовлă яваплăхран та пăрăнаймăн: сиенне кура 40 пин тенкĕ таран, 80 пин тенкĕ таран штраф тỹлемеллине те, çыннăн ирĕкне 3 çул таран чикĕлемеллине те, ытти енсене те пăхса хунă.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пĕр çыннăн йытти (сăмсалăхсăр илсе тухнă) урамра çулталăк çурăри ачана питĕнчен çыртнă. Кун пирки ачан ашшĕ полици уйрăмне заявлени çырса панă. Йытă хуçине мĕнле явап тыттарассине хулари административлă комисси йышăнать. Кун пек комиссисем кашни районтах ĕçлеççĕ.

Н.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru