Тăрар-ха коньки çине

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-11 10:39:08 Версия для печати
"Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи катока пăрлантарнă. Халĕ унта хăйсен сывлăхне çирĕплетес текен кашни çынах 9 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ярăнма пултарать.

Катока çутăпа тивĕçтернĕрен, спорта юратакансен кунта ĕçрен тухсан е килти каçхи ĕçсене пурнăçланă хыççăн та ярăнма май пур. Коньки алă айĕнче пулманни те нимĕн те мар, ăна спорт шкулĕнче вăхăтлăх арендăна илме май пур.

Кăçал капла та хĕл пире савăнтарсах каймасть, нумай ăмăртăва ирттереймесĕр юлтăмăр. Çавăнпа та меллĕ самантпа усă курса, çанталăк ирĕк панă чухне пурте сывлăха çирĕплетме каток çине васкар.

С.ИЗМУКОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru