Кăçал та пуçаруллă пулĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-11 10:37:33 Версия для печати
ФЕВРАЛĔН 6-мĕшĕнче Васан ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Ун ĕçне В.Денисов район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле район администрацийĕн пай ертỹçисем, тĕрлĕ структура тата ведомство начальникĕсемпе представителĕсем хутшăнчĕç.

Ю.Ильин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, хăйĕн докладĕнче иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене тишкерчĕ, çĕнĕ плансемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхи ĕçсенчен чи курăмлисем çаксем: Васанти К.Маркс урамĕнчи çула юсанă, Кивĕ Шăмăршăри пĕвене пушара хирĕç кĕрешес тĕллевпе тасатса ĕçе кĕртнĕ, йăлари хытă каяшсене ăсатмашкăн площадкăсем тунă, ял тăрăхне кĕрекен кашни ялтах çулсем çĕнетнĕ. Çаксене пурне те пуçару бюджечĕпе, халăхпа пĕрле пурнăçланă. Кăçалхи çул та çул-йĕр ĕçĕсем тĕп вырăнта пулĕç. Сăмахран, Ярăславри Ленин урамне вак чул сарасшăн. Ял тăрăхне тирпей-илем, хăтлăх кỹртесси те пĕрмаях тимлĕхре пулĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацине пухура çĕкленĕ ыйтусене татса парассишĕн те тăрăшма тивĕ. Акă вĕсем, паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕнче çивĕч тăракан ыйтусем: Васанти тĕп шкул çывăхĕнче тата Ярăславра ача-пăча площадкисем тăвасси, аш-какай тирпейлекен комбинат каяшĕсене пуçтаракан ятарлă вырăн йĕркелесси, Васанти шыв башнине тарăнлатса çĕнетесси. Çавăн пекех ялта пурăнакансене Васанти тĕп шкул çывăхĕнче ỹсекен ватă çăкасемпе тирексем ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратни те пăшăрхантарать. Унта халĕ шкул ачисем кăна мар, ача сачĕн ушкăнĕнчи пепкесем те çỹренине шута илсен, чăннипех те ашшĕ-амăшĕн пăшăрханăвне ăнланма пулать. Нумай ачаллă çемьесен сертификачĕпе те туллин усă курасшăн йышлă ача-пăча çитĕнтерекенсем.

Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хастарлăхĕ, тăрăшулăхĕ тата ĕçри пуян опычĕ пур ыйтусене те вăхăтра татса пама май парĕ.

З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru