Пурнăçпа киленет, сăвăсем çырать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-11 10:36:08 Версия для печати
Скворцова 95 лет.jpg
Кивĕ Чукал ялĕнче пурăнакан Т.Скворцова хăйне телейлĕ çын тесе шутлать.


Татьяна Андреевна февралĕн 5-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Çын кун-çулĕшĕн 95 çул сахал мар.

Унăн куç тулли савăнăçĕ ачисемпе мăнукĕсенче. Мăшăрĕпе _ Никонор Ефремовичпа _ ултă ача çитĕнтернĕ, шел, икĕ ывăлĕн кун-çулĕ кĕске пулнă. Паянхи кун ватта 3 хĕрĕ, 1 ывăлĕ, 14 мăнукĕ, 17 кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса пурăнаççĕ. Вĕсем ун патне час-часах хăнана килсе çÿреççĕ, ăна тунсăхлама памаççĕ. Ытти чухне пĕччен пурăнать, мăшăрĕ чире пула тахçанах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ.

Вăл ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра Татьяна Андреевна 16 çулта пулнă. Ытти нумай çынпа пĕр тан ăна та сахал мар йывăрлăх тÿсме тивнĕ. Вăрçă çулĕсенче Мускав облаçĕнче торф кăларнă, окоп чавнă. Вăрçă хыççăн, тивĕçлĕ канăва тухичченех, колхозра ĕçленĕ. Анчах та çак йывăрлăхсене пăхмасăр, вăл çутă кăмăллă çын пулса юлнă. Унăн куçĕсем яланхи пекех чĕррĕн йăлкăшса тăраççĕ. Татьяна Андреевна пурнăçа юратать, вăл тăванĕсемпе те, ял-йышпа та ырă сунса калаçать.

Татьяна Андреевнăна юбилей ячĕпе саламлама тăванĕсем, ял-йыш пуçтарăннă. Тыл ветеранне парнесемпе, салам сăмахĕсемпе савăнтарнă. Ăна тата нумай çул пурăнма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Нина Кувайская та пынă.

Т.ЧАМЕЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru