Хунямăшĕн пехилне асрах тытса пурăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-07 11:16:11 Версия для печати
Юнкерова.jpg
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вăл яланах малалла чупать. Иртни хыçа юлать, умра _ малашлăх. Кашни çынах хăйĕн пурнăçĕнче ун хыççăн пурăнакан ăрăвĕ валли мĕн пур ыррине кăна хăварма тăрăшать. Ачисемпе мăнукĕсем вăл пуçланă ырă ĕçе малалла тăсчăр тесе çамрăксене пехил парса хăварать.

Анат Чаткасра 1950 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Галина Юманован ачалăхĕ çав вăхăтринчен нимпе те уйрăлса тăман. Вăл уй-хирте çум çумланă, кил-хуçалăхра аслисене пулăшнă. Пĕр ỹсĕмри ачасемпе урамра чупнă, савăннă. Ялти 8 класлă шкул хыççăн Палтиелĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Малалла Галя Шупашкаралла çул тытнă, унта бухгалтерсем хатĕрлекен курссене пĕтерсе республикăн тĕп хулинчи госбанка ĕçе вырнаçнă. Çак хушăра унăн савнă каччи Василий Юнкеров çарта тăнă. Ăна кĕтсе илсен, часах чаплă туй кĕрлеттернĕ. "Восход" колхозра 1971 çултанпа кассирта вăй хума тытăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозран кайман.

Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан Юнкеровсен çемйинче чипер хĕр ача çуралнă. Кĕтнĕ пепкене Таня тесе ят хунă. Ашшĕ-амăшĕ кăна мар, çĕнĕ кайăкшăн асламăшĕпе аслашшĕ те чун-чĕререн хĕпĕртенĕ. Галинăпа Василий ватăсемпе пĕр килтех пурăннă, вĕсен сăмахĕсене ăша хывса вĕсенчен пурнăç тути-масине вĕренсе пынă. "Федор Сергеевичпа Дария Сергеевна мана хăйĕн хĕрĕ вырăнне хурса йышăнчĕç. Вĕсем усал сăмах каласа мана хурлантарман. Йывăр чухне ăшă сăмахпа чуна йăпататчĕç. Мăнукне те лăпкаса, юратса çитĕнтерчĕç", _ ырăпа аса илет хуняшшĕпе хунямăшĕ пирки Галина Семеновна.

Малаллине хаçатăн 9-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

П.Киргизов, Алманчă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru