Икĕ чĕре _ пĕр çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-07 11:10:48 Версия для печати
Районти ЗАГС уйрăмĕнче январь уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ уйăхра пурĕ 31 акт çырнă.

Телейлĕ çемьесенче 8 ача (5 хĕр ачапа 3 арçын ача) çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне кулленхи пурнăçра савăнăç парнелесе пырĕç. Шел пулин те, пурнăçран уйрăлса каякансен шучĕ çав-çавах пысăк. 31 кунра 19 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, вилекенсенчен 12-шĕ _ арçын, 7-шĕ _ хĕрарăм, Пурнăç тăрăшшĕ арçынсен _ 64 çулпа, хĕрарăмсен 68 çулпа танлашать.

Ялсенче туй кĕрлени, юратакан икĕ чĕре пĕр çемьене чăмăртанни мĕн тери лайăх. Кун пек чухне чун-чĕре хĕпĕртет. Январьте районта çĕнĕ 3 çемье çуралнă. Çамрăксем ялтах тĕпленсе пурăнсан питĕ лайăх пулмалла та… Пĕр çемьере пурăнакансен шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе кăна пурăнмалла пек, шел те, çак шухăша пурте тытса пырасшăн мар. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕр çемье саланнă, мăшăр уйрăлнă.

Çынсем ыйтнипе архивран тепĕр хут свидетельствăсем туса парассипе тимлеççĕ. 12 свидетельство панă, 51 акт çырнă.

М.ЕФИМОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru