Кĕнеке яланах пултăр сан тусу

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-04 10:23:25 Версия для печати
яланах.JPG
Кăçал Чăваш кĕнеке издательствине шăпах 100 çул пулать. Çакна халалласа Шăмăршăри библиотекăра издательствăра халĕрех тухнă кĕнекесемпе паллаштарас тĕлĕшпе тĕл пулу иртнĕ.

Çулталăкра чăваш кĕнеке издательстви вун-вун кĕнеке хатĕрлесе вулакансем патне çитерет. Хальхи авторсен хайлавĕсене кăна мар, маларах кун çути курнă романсемпе повеçсене, поэмăсемпе сăвăсен пуххисене тепĕр хут калăпласа кăларать. Уйрăмах çынсем ыйтакан авторсен хайлавĕсене тĕп вырăна хурса тимлет. Юлашки вăхăтра кунта Д.Гордеевăн "Аçа çури", В.Захаровăн "Свет души", Ю.Терентьевăн "Мункун иртсен", Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр", Н.Петровскаян "Ылхан" В.Яковлевăн "Пурнăçăм _ театр" тата ытти хайлавсене пичетлесе кăларса кĕнеке çỹлĕкĕсем çине вырнаçма май туса панă. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе Çĕнтерĕве асра тытса "Çапла çĕнтертĕмĕр" ятпа пухса хатĕрленĕ хайлавсен пуххи, "Военно-мемориальные объекты и воинские похоронения" кĕнекесем те вулакансен кăмăлне каясса шанас килет.

Тем каласан та, кĕнеке вуламан çын çук та пулĕ. Тен, хальхи ăру ку енĕпе иртнĕ ĕмĕрте çуралнисемпе танлашаймасть. Анчах вĕсем хушшинче те кĕнекепе туслисем пурах. Çакна библиотекарьсем те ĕнентереççĕ.

Тĕл пулăва килнĕ хăнасем _ Чăваш кĕнеке издательство çурчĕн В.Алексеевпа Г.Матвеева редакторĕсем тата Р.Воробьева сăвăç _ кĕнеке кăларас ĕçри вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă. Хăйсен пурнăçĕнчи интереслĕ самантсем çинче чарăнса тăнă. Вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Библиотекăсенче чăваш кĕнекисем çителĕксĕр пулни те пăшăрхантарать. Вулама юратакансем ыйтакан кĕнекесене тупса парайманни те час-часах пулкалать. Маларах тухнă кĕнекесем кивелсе пĕтнĕ е çỹлĕксем çинчен çухалнă. Çавăнпа та библиотекăсене чăвашла çыракан авторсен хайлавĕсемпе пуянлатсан тем пекех аван пулмалла. Хамăр ентешсен кĕнекисем те вулакансене савăнтараймаççĕ. Акă Владимир Бараевăн "Али паттăр" юмахĕпе, Çтаппан Лашманăн "Патирек çутисем" хайлавĕпе паллашас шутлисем пуррине систернĕ. Анчах çак кĕнекесем библиотекăсенче çук.

Культура çурчĕн фойинче вулама юратакансем валли кĕнеке сутас ĕçе те йĕркеленĕ. Унта хăйсене кăмăла каякан авторсен кĕнекисене çăмăллăнах туянма май пулнă.

Çакна та каласа, пĕлтерсе хăварас килет, февралĕн 3-16-мĕшĕсенче çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслашма, вĕсене вулама хăнăхтарас тĕлĕшпе "Кĕнеке парнелĕр юратса" Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Кил-çуртра упранакан, усăсăр выртакан кĕнекесене библиотекăсене килсе пама чĕнсе калатпăр. Ырă ĕç туни ырăпах таврăннине яланах асра тытăр.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru