Уртаракан чир - хăрушă!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-31 11:02:14 Версия для печати
Чĕрчунсене юратакан çын килте кушак е йытă усрать. Анчах та вĕсене вăхăтра прививка тутарасси пирки те манса каймалла мар. Хăш чухне килти чĕрчунсемех уртаракан (бешенство) чирĕпе чирлеме пултараççĕ. Вĕсем çыртсан, çынна пысăк сиен кỹме пултараççĕ, хăрушă инфекци сараççĕ.

Юлашки вăхăтра ял-хула çывăхĕсенче тилĕсем час-часах курăнни çынсене асăрхануллăрах пулма хистет. Чеескерсем свалкăсем таврашĕнче явăнаççĕ, çав вырăнах хуçасăр-килсĕр йытăсем çитеççĕ. Чир пĕринчен тепĕрне куçать. Чирлĕ чĕрчунсем çынран хăрама пăрахаççĕ, хăйсем çынсене тапăнаççĕ. Енчен те тискер е килти чĕрчун виллине асăрхасан, çийĕнчех районти ветеринари службин ĕçченĕсене пĕлтермелле.

Уртаракан чиртен сыхланмалли чи ансат мел вăл _ килти чĕрчунсене прививка тутарни. Çавăнпа та районта кушаксемпе йытăсене прививка тăвас ĕç пырать. Хăшĕ-пĕри килте пулманран, чĕрчунсене укол тутараймасть. Çакнашкаллисене районти ветеринари службин станцине кушакĕсемпе йыттисене илсе килсе укол тутарма чĕнсе калатпăр. Шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен (12-13 сехетсенче апат вăхăчĕ) ĕçлетпĕр.

Е.УТКИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru