Виçпỹртре - Наполеон

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-31 11:01:00 Версия для печати
Фото Трехизба Л.jpg
ЯЛСЕНЧЕ чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçланăранпа кунĕпех тăван чĕлхене итлесе савăнатпăр. Юрри-ташши, спектакльсем, репортажсем кăна мар, авалхи ятсемпе хушма ятсем çинчен те итлесе пĕлме кăсăклă.

Пирĕн Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ вара аваллăхпа пуян. Эпĕ вулав çуртĕнче вăй хунăран, ял историйĕпе интересленетĕп. Аваллăхпа çыхăннă материалсем те чылаях пуçтарнă, ку ĕç малалла аталанса пырать. Ялта тĕне кĕмен чăвашсем пурăннăран, аслăрах ăрури çынсем Çамакка, Упаç, Иçти, Сетриван, Исмаил, Мухит, Эхтюк, Эмир, Илтиер, Клемуç, Шерккей, Туктар, Туймет кам иккенне лайăх астăваççĕ. Çамрăксемшĕн çак ятсем историе кĕрсе юлччăр тесе, вĕсене библиотекăра аваллăх çỹпçине хурса хăварма тăрăшатăп.

Калăпăр, Наполеон ят мĕнле килсе тухнă-ха чăваш ялне? Кун пирки пĕлес тесе эпĕ Наполийĕн çывăх тăванĕнчен акă мĕн пĕлтĕм.

1941 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче ака тунă çĕртенех ялти виçĕ вăй питти арçынна: Михаил Тихонович Власова, Михаил Хамбикович Архипова, Викентий Иванович Мульдюкова _ çар комиссариатĕнчен Ярославль хулинчи Тинĕс çар шкулне вĕренме янă. В.И.Мульдюков ача кĕтекен мăшăрĕпе сыв пуллашнă чухне часах таврăнасса шантарнă. Анчах та таврăнасси виçĕ çула тăсăлнă.

Ылханлă вăрçă пуçлансан сайра-хутра виç кĕтеслĕ çырусем килкеленĕ. Фронтри ашшĕ мăшăрне ывăл ача çуралсан Наполеон ят пама хушнă. Çав вăхăтра чылайăшĕ ачи-пăчине ят хунă чухне историре чапа тухнă çынсен ячĕсене панă. Тĕнчере Франци императорĕн, çар пуçĕн _ Наполеонăн, Александр Македонскин, Юлий Цезарĕн ячĕсем анлă сарăлнă пулнă.

1943 çулхи январь уйăхĕнче Ленинград хулине ирĕке кăларнă чухне тинĕс пехотинецĕ Викентий Мульдюков аманнă. Госпитальтен тухсан вăхăтлăха тăван килне сывалма килнĕ. Пăхать салтак _ килте хăй пекех кăтра пуçлă çинçешке пĕчĕк арçын ача чупса çỹрет. Ашшĕ ывăлне сахăр катăкĕ парсан, лешĕ ăна ывăтса ярать (хальччен сахăр çисе курман пулнă). Амăшĕ ывăлне ашшĕ хушнă пек Наполи (Наполеон) ят панă иккен.

Кăсăклă ятăн историйĕ кунпа вĕçленмен-ха. Н.А.Андреевăн "Çын ячĕсем" кĕнекинче те Наполи çинчен вуласа пĕлме пулать. Кĕнекери йĕркесене илсе çыратăп: "Николай Филиппович Ильбеков пĕррехинче çапла каласа парсаччĕ. Хусанкай, Элкер, Талвир, эпĕ пĕрре Шăмăршă районĕнче пулсаттăмăр _ халăхпа калаçрăмăр, хамăр çырнине вула-вула патăмăр, кашни ялта тенĕ пекех шкул ачисемпе курнăçма тăрăшрăмăр. Çакнашкал тĕл пулусенчен пĕринче çивĕч ăслă шкул ачи Хусанкайăн "Çирĕм улттă" поэмине пĕтĕмпе тенĕ пекех пăхмасăр каласа пачĕ. Савăнса кайнă поэт хайхи ачана хăй патне чĕнсе илчĕ _ ăна хăйĕн кĕнекине парнелесшĕн.

_ Мĕн ятлăччĕ-ха эсĕ? _ ыйтать вăл ачаран.

_ Наполеон! _ тавăрать лешĕ... Малаллине хаçатăн 7-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

Л.ЕГОРОВА, библиотекарь.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru