Почта - çĕнĕ çĕрте

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-31 10:55:25 Версия для печати
ÇАК кунсенче Шăмăршăри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ урăх вырăна _ район центрĕн Космовский урамĕнчи "Магнит" лавккана хирĕç тата "Лидер" суту-илỹ çурчĕ çумĕнчи "Сахарок" текен лавккан пĕр пысăк пайне куçрĕ.

Патшалăх тĕрлĕ самана вăхăчĕсенче те почта çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче пур районти çыхăну узелĕ, инçетри пысăк ялсенче çыхăну уйрăмĕсем йĕркеленĕ. Пирĕн районта вĕсем _ Анат Чаткасра, Палтиелĕнче, Карапай Шăмăршăра, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Баскакра, Кивĕ Чукалта тата Пуянкассинче.

Мускав республикăсемпе облаçсенчи тĕп почтамт, район центрĕсенчи çыхăну узелĕсем вырнаçнă вырăнтан миçе çухрăмрине палăртнă. Çыхăну узелĕсене çырусемпе посылкăсем килсех тăнă. Каярахппа телефон-телеграф, радиона калаçтарасси, хаçат-журнал сарасси вĕсен çинче пулнă. Чукун çул транспорт линийĕ çултан çул вăрăмланса пырать. Çавна май çырусемпе посылкăсене, укçа перевочĕсене, хаçат-журналпа мĕн пур корреспонденцие адресат патне çывăхра вырнаçнă чукун çулăн пысăк станцине çитереççĕ. Кунтан вара _ почтамтăн ятарлă автомашинисем. Иртнĕ ĕмĕрте конвертпа посылка çине çапла çыраттăмăр: Чувашская АССР, станция Канаш, Шемуршинский район, деревня ... Яраканни те хăйсен адресне кăтартнă. Çитмĕлмĕш çулсенче пур çыхăну узелĕпе уйрăмĕсене, почтамтсене индексаци турĕç. Çакăнтан вара станцисене кăтартма кирлĕ мар.

Утмăлмĕш çулсенче вара районта çыхăну узелĕ çумне радиопа телефон линийĕсен участокне туса хунă. Штат расписанийĕсем тăрăх ĕç укçине Шупашкартан панă. Каярахпа Патăрьелĕнче ЭТУС телефон çыхăнăвĕ япăх пулсан, чăн малтан районти почта начальникĕнчен çирĕп ыйтнă.

Наукăпа техника прогресĕ вăйлă аталанса пырать. 90-мĕш çулсенче хăйсене ăслă реформатор текеннисем Раççей экономикине кĕске вăхăт хушшинче питĕ тĕреклĕ тăватпăр тесе мĕн кăна хăтланмарĕç пулĕ. 2000 çулсенче радиона пралук линийĕпе калаçтарассине чăн малтан пĕтерсе хучĕç. Телеграфпа телефон та майĕпен пăнчлатрĕç. Районти çыхăну узелĕпе те çавах каламалла. Районти почтальонсем "Раççей почти" Чăваш Республикинчи почтамтăн Елчĕкри филиалĕнче штатра тăраççĕ. Почтăпа çыхăннă чылай ыйтусене унта татса параççĕ.

Хамăн сăмаха вĕçленĕ май, районта чăн пулнă мыскарапа паллаштарасшăн. Архангельскра службăра тăнă салтак кỹршĕ ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Ульяновск хулинче пурăнакан юратнă хĕрĕ патне, поезд çине ларас ỹмĕн, тăван яла таврăнма тухни çинчен вокзалта çыру ярса хăварать. Пĕр каç Мускаври тăванĕсем патĕнче пулассине те асăнса хăварнă-мĕн. Икĕ çул юратса çỹретнĕ çырусем хыççăн пĕр-пĕрне курас килет-çке-ха. Конверта уçсанах тăван яла вĕçтерет. Салтак та - ашшĕ-амăшĕ килĕнче. Çак ăшă хыпара кĕске вăхăт хушшинчех "ялти цыган почти" каччăпа хĕр патне çитернĕ те. Вăт çапла вăл пурнăç.

Г.СМАЕВ, радиожурналистика ветеранĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru