Ленинград блокадине татни

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-28 09:10:11 Версия для печати
Хаçат валли --1.jpg
Васанти халăх краеведени музейĕн ертỹçи Г. Ларшников Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă тĕле тăван ялĕнчи ентешĕсем валли чаплă парне хатĕрлет _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă тата çĕнтерỹпе таврăнсан тĕрлĕ çулсенче çĕре кĕнĕ вăрçă паттăрĕсене халалласа çырнă "Знать, чтобы помнить" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларма, майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерỹ кунĕнче, çак кĕнекене ял халăхĕ умĕнче хаклава тăратма (презентаци) хатĕрленет.

Кĕнекере çавăн пекех патша вăхăтĕнче пулса иртнĕ 18-19-мĕш, 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи 1-мĕш тĕнче, граждан вăрçисене, Афганистан, Чечня вăрçисене Кавказпа Вăтам Ази патшалăхĕсен хушшинчи хирĕçỹсене хутшăннă ентешсем çинчен те тĕплĕн вуласа пĕлме пулĕ. Паян эпир пулас кĕнекен пĕр сыпăкĕпе паллаштарăпăр. (РЕДАКЦИРЕН).


Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче паллă йĕр хăварнă Ленинградшăн 900 талăка пынă паттăрлăх халăх асăнчен нихăçан та тухмасть. 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăсăлнă хăрушă блокада. Совет Çарĕсен Нева çинчи хулашăн пынă оборони нимĕçсен ăссăрла каварне пĕтĕмпех путлантарса лартнă.

Ленинграда хỹтĕленĕ тата унăн блокадине сирсе ярассишĕн пынă хаяр çапăçусенче Çурçĕр-хĕвеланăç, Ленинград, Волхов, Карели тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсемпе Балтика флочĕн Ладогапа Онега çар флотилийĕсен, ПВО çарĕсемпе ытти çар чаçĕсем, çавăн пекех Ленинград ĕç çыннисенчен йĕркеленĕ ополчени полкĕсемпе партизансем нихçан манми паттăрлăхпа хăюлăх тата тỹсĕмлĕх кăтартнă. Нимĕç фашисчĕсем Ленинград хулине пĕтĕмпех çĕр çинчен шăлса тасатмалла, халăхне тĕппипех вĕлерсе пĕтерме палăртнă пулнă. Çак тĕллевпе Хĕвеланăç Пруссин "Север" армийĕн ушкăнĕ (29 дивизи), ăна сывлăшран тапăнакан пĕрремĕш флот (760 самолет) пулăшнипе Даугавпилс тата Ленинград хулисене хỹтĕлекен Прибалтика çарĕсене пĕтерсе тăкса, Балти порчĕпе Ленинграда тата Кронштадта тытса илмелле пулнă.

Тăшман çарĕсем Ленинград çине 1941 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче наступлени пуçланă, кĕске вăхăтрах палăрмалла çитĕнỹсем туса хулана хỹтĕлекенсене хĕссе лартма пултарнă, каярахпа унка çавăрса илнĕ. Вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкса, пысăк калибрлă тупăсенчен персе тăнипе тата çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç сахалланса пынине пула, хула çыннисемпе ăна хỹтĕлекенсенсен халиччен курман инкекпе выçлăха тỹсĕмлĕн чăтса ирттерме тивнĕ...

Малаллине хаçатăн 6-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

Г.ЛАРШНИКОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru