Кĕнекесене пахалĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-28 09:05:19 Версия для печати
Чăваш кĕнеке издательствине кăçал 100 çул тулать. Çакна халалласа республикăра ятарлă проект йĕркелесе янă, кĕнеке авторĕсемпе районсемпе хуласенче тĕл пулусем иртеççĕ.

Январĕн 31-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче Нелли Петровскаян "Ылхан", Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" тата Валерий Яковлевăн "Пурнăçăм _ театр" кĕнекисене пахаласа хаклĕç. Мероприяти 15 сехетре уçăлать. Çынсем хăйсене интереслентерекен ыйтусене çĕклесе вĕсем çине хуравсем тупма, кĕнекесене туянма та пултарĕç.

И.ТИМОФЕЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru